Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суяҫҫӗ (тĕпĕ: суй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чун ватӑлмасть тесе суяҫҫӗ кӑна…

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ухмахсене ҫеҫ тӗрӗслӗх пур тесе суяҫҫӗ, хӑйсем ултавпа пуяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурте суяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Суяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Суяҫҫӗ пуль ӑна.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лешне вара, пуҫ шӑмми айне «ӗҫме юрамасть — наркӑмӑш!» тесе ҫырнине, ан ӗнен, суяҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.

Майруткин Хӗветӗрпе Хӗрлӗ Калля патне кайсан, унтан ҫурҫӗр ҫитмесӗр тухаймассине пӗлсех тӑр: ытла та шеп суяҫҫӗ, итлесе пӗтерме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Суяҫҫӗ?! — вӗсен сӑмахне илтсе, хӑрушшӑн, хавхавланса1 кӑшкӑрса ячӗ хӑшместӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Айӑплӑ мар эпир — суяҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Суяҫҫӗ, суяҫҫӗ, ҫӗрпӳ, ан итле вӗсене, киремете ӗненекенсене! — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Суяҫҫӗ вӗсем сана, суяҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрлӑхлӑх тырра сийӗнчех хулана турттараҫҫӗ тесе суяҫҫӗ, хресченсене минретсе, пӑлхав та ҫӗклеҫҫӗ, вулӑспа уесран пынӑ уполномоченнӑйсене хӗнеҫҫӗ те вӗлереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Суяҫҫӗ, улталаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, хӑйсенчен аяларах тата чухӑнрах ҫынсенчен йӗрӗнеҫҫӗ, вӑйлӑраххисен аллисене ҫулаҫҫӗ.

Лгут, обманывают, смеются, презирают людей ниже или беднее себя и лижут руки тем, кто сильнее.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

— Эппин, вӗсем суяҫҫӗ.

— Значит, они лгут.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Суяҫҫӗ, — терӗ Васька.

— Врут, — сказал Васька.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Суяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вӗсене пӗрлештернипе вара хӑйсене хӑйсем намӑса пӗлмесӗр суяҫҫӗ, суяпа ҫынсене те пӑсаҫҫӗ…

И, соединяя их, постыдно лгут сами себе, развращают ложью людей…

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

— Вӗсем суяҫҫӗ вӗт?

— Они лгут, да?

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Сана суяҫҫӗ, эсӗ вара ӗненсе те лартнӑ.

Тебе сбрехали, а ты поверил.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

«Эпир хамӑр мӗн тӑвас тенине пурне те тума пултаратпӑр, — теҫҫӗ хӑйсем, — патшана кама лартас тетпӗр, ҫавна лартатпӑр, пӗтерес тесен — пӗтеретпӗр, вӗлеретпӗр, ҫунтарса яратпӑр», — тесе суяҫҫӗ.

Говорят, что мы, мол, можем сделать все, что хотим; кого пожелаем, на царский престол посадим, кого хотим, погубим, убьем, сожжем.

Ҫерҫисемпе дервиш ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех