Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сухапуҫне (тĕпĕ: сухапуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук вӗсене евӗклӗн саламларӗ те: — Кум, сухапуҫне юсарӑн-и? — тесе ыйртӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫар, тӑрантараканӑм, сана вӑрҫа илсе кайнӑ лашасем вырӑнне кӳлме пуҫланӑшӑн, сухапуҫне сӗтӗрсе пахчасене сухаланӑшӑн, ҫӗрулми лартнӑшӑн, тепӗр чухне колхоз хирӗнче ҫӗртме сухи те тунӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кинемей лупас айӗнчи кивӗ сухапуҫне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Арҫын ҫапах ку таранччен сухапуҫне кӳлӗнсе курман-ха…

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Астӑватӑн-и, мӗнле виҫ-тӑват хӗрарӑм пухӑнса, сухапуҫне кӳлӗнсе анкарти сухаларӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗрре эпир асаттепе иксӗмӗр (ун чухне атте ҫуралманччӗ-ха) сухапуҫне йытӑ кӳлтӗмӗр те акана тухса кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Иван Иванович лашине, Парамун сухапуҫне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Макҫӑм сухапуҫне тӑварса урапа кӳлсе килме кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан, арӑмӗ ҫине тӳррӗн пӑхма хӑймасӑр: — Сухапуҫне хам туртатӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр кун мунча кӗрсе тухсан, атте сухапуҫне майлама тытӑнчӗ, кӗлет умӗнче ӑна шаккакалать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сирӗн те сухапуҫне тахҫанах кӑларса ывӑтмалла ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавнашкалах вӑл сухапуҫне те ӳркенмесӗр туртать.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсир, ав, сухапуҫне тытасшӑн мар — учитӗле тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эсир, ав, сухапуҫне тытасшӑн мар — учителе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Сухапуҫне, ҫулленхи йӑлапа, Матви тытрӗ, лаши пуҫне — Елькка хӑй.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«А эсӗ, Нефед, сухапуҫне те, сӳрӳне те кӑтарт, лашуна та илсе тух».

«А ты, Нефед, покажь-ка соху, да и борону, выведи лошадь-то».

II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Хай Липпунюшка сухапуҫне тытрӗ, тет те, сухала пуҫларӗ, тет.

А Липунюшка взялся за соху и стал пахать.

Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл пуринчен малтан хӑйӗн сухапуҫне хисеплет, унтан асламӑшне сума сӑвать, турамӑшне тата ырӑпа тӗрлӗ усал-тӗселсене ӗненет.

Уважающий прежде всего свой плуг, а затем свою бабушку, верующий и в Богородицу и в привидения.

I. Вӑрмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ӳпӗнтерсе кӳлнӗ сухапуҫне виҫӗ пар вӑкӑр ҫул тӑрӑх сӗтӗрсе кӑйрӗҫ, кӗрхи тип ҫанталӑкпа тата пачах ҫумӑр ҫумасӑр тӑнипе пирченсе ларнӑ ҫӗре шӑйӑрттарса йӗр туса хӑварчӗҫ.

Три пары быков потянули по дороге перевернутый запашник, чертя затвердевшую от осеннего сухостоя и бездождья черствую землю.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр ҫулталӑкран каллех пушар тухрӗ те, унӑн картишӗнче тӗтӗм шӑрши ҫапакан сухапуҫне кӑна тӑратса хӑварчӗ.

Через год еще раз пожар оставил ему на подворье одни пахнущие дымом сохи.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех