Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сутсах (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сутма сутсах кайман вӗсем, анчах, кӳршӗ-аршӑ патне хӑна-мӗн килсен, Хумккасен сивӗ нӳхрепне уҫтармасӑр пӗр ӗҫкӗ-ҫикӗ иртмен пуль.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ пуҫланас умӗн, тем шухӑш пырса кӗнӗ аттене, пӳрт-ҫуртне сутсах Ҫӗпӗре куҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Сутрӑн та сутсах яраймарӑн.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтеретӗн эсӗ, Ятламас, ма сурӑх сутсах илмелле пулчӗ санӑн ҫав купӑса?

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, эсир ҫуртсене сутсах Хусана куҫса кайнӑ?

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пушмак пӑрӑва сутсах илӗпӗр.

Телку продадим, а купим.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сутсах ямасан та пурпӗр ыррине кӗтме ҫук: унашкал пархатарсӑр негра пурте курайми пулаҫҫӗ — йӑли ҫапла вӗсен — Джима ялан путсӗр, киревсӗр ҫын тесе ӳпкелеме тытӑнаҫҫӗ.

А если и не продаст, все равно добра не жди: все будут презирать такого неблагодарного негра, — это уж так полагается, — и обязательно дадут Джиму почувствовать, какой он подлец и негодяй.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Иртнӗ ҫулхине пирӗн шкул пахча ҫимӗҫ сутсах хӗрӗх пин тенкӗ тупӑш курчӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Пирӗн колхозри пекех // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех