Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сутмалӑх (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре сутмалӑх тапакӗ ҫук пуль, палкатӑн ҫавӑнта, — тавӑрчӗ упӑшки, пир пит-шӑллипе шӑлӑнкаланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сутмалӑх ҫавӑн чухлӗ апат ӑҫтан-ха?

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нимӗнле ӗҫе те тиркемӗп: заказчикрен чейлӗх укҫа хӑйпӑтса илеп-и е сутмалӑх пӗр-пӗр хӗскӗч пытарса хӑварап е тата, кирлех пулсан, мӗнле те пулин пуянрах хӗрарӑма пулӑшма вокзала чупӑп.

За все берусь: где чаевые получу от заказчика, где клещи припрячу для продажи, а то сбегаю на вокзал помочь какой-нибудь барыне.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сутмалӑх та пулкалать-и?

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӑварласа типӗтетпӗр те, сутмалӑх та пулӗ, — мӗн тумаллине хӑвӑрт тавҫӑрса илчӗ Сахар.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Таврида самай хавшарӗ, сутмалӑх лаша ҫук унӑн, ирӗксӗрех нухайсене тархаслас пулать.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем вара кӳршӗсене сутмалӑх та пур.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Апла эс малашне кӗслесене сутмалӑх та тӑвасшӑн-ха?

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лайӑхрах ӑнлантарса парсан, чылайӑшӗ хӑйсен ирӗкӗпех патшалӑха сутмалӑх тырӑ тупса парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вера аппан сӑмакунӗ сутмалӑх та пур та килте ӗҫтерет кӑна пулӗ.

— Самогона у тети Веры хватает и на продажу, значит дома потчует только так.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пыратӑп, ыйтатӑп: «Сутмалӑх супӑнь ҫук-ши сирӗн?» тетӗп.

Прихожу, спрашиваю: — «Нет ли у вас продажного мыла?»

Володя // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫав вӑхӑтрах юлташлӑх сад-пахчара, ҫӗрӗ 6 сотӑй ҫеҫ пулин те, пултаруллисем хӑйсем валли кӑна мар, пасара кайса сутмалӑх та ҫимӗҫ туса илнӗшӗн епле савӑнмӑн.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Патшалӑха пама та, сутмалӑх та, ҫимелӗх те пур.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех