Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суранӗсем (тĕпĕ: суран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫанталӑк пӑсӑлсанах унӑн ӗлӗкхи суранӗсем сурма тапратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ватӑлнӑҫемӗн суранӗсем хытӑрах та хытӑрах ыратма пуҫларӗҫ ун.

Куҫарса пулӑш

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Чӗри ҫинчи ыратупа пӑхрӗ вӑл ун ҫине, юратнӑ амӑшӗ ашшӗ вилнине мӗнле йывӑрпа чӑтса ирттернине пӗлет-ҫке, халичченех «вилӗм хучӗн» суранӗсем тӳрленмен.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Суранӗсем питӗ йывӑррисем, тата йывӑр формӑллӑ чахутка терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑрҫӑ суранӗсем те сипленеҫҫӗ, паллах.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Ӑна каллех урапа тапрӗҫ, суранӗсем ҫине тӑвар сапрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫанталӑк пӑсӑлас умӗн суранӗсем темӗн кӑчласа ыратсан та, ватӑ салтак йынӑшмасть, вӑрҫӑри пек, шӑла ҫыртса тӳсет.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Суранӗсем те чышкӑпа чышкӑланӑ, киснӗ пек мар, темле выльӑх мӑйракипе мӑйӑрланӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑрҫӑ суранӗсем паян кунчченех хӑйсене аса илтерсе тӑраҫҫӗ пулин те, фронтовик стройрах-ха.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Таня ӑна вӑл айӑплӑ марри ҫинчен каласшӑнччӗ, анчах аманнӑ ҫынна унӑн суранӗсем пирки калама юраманнине астурӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл Кольӑран унӑн суранӗсем ыратни ҫинчен те, фронтри ӗҫӗсем ҫинчен те, ӑна ӑҫта, мӗнле амантни ҫинчен ыйтмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ерипен уксакласа тата суранӗсем сурса ыратнине аран-аран тӳссе утать.

Она шла тихо, хромая и терпя боль ноющих ран.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Анчах суранӗсем ӑна халӗ те канӗҫ памаҫҫӗ, вӑл тутисене ҫыртса, пӑртак йынӑшкаласа, каллех ҫулҫӑ купи ҫине выртрӗ.

но боль раны, очевидно, давала себя еще чувствовать, и, стиснув губы, он с легким стоном опустился опять на кучу листвы.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Акӑ мул: манӑн алӑ суранӗсем!

Вот клад: мозоли мои!

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Суранӗсем унӑн ерипен тӳрленсе пынӑ, контузирен те пӗр шӑнӑрсем чӗтӗресе тӑрасси ҫеҫ юлнӑ.

Раны его теперь затягивались, от контузии осталась только судорога:

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

(Суранӗсем унӑн тӳрленсе ҫитме пуҫланӑ ӗнтӗ, ҫав кунӑн васкавлӑхӗнче вӑл суранӗ ҫинчен мансах та кайнӑ.)

(Раны его совсем почти поджили, а в горячке этого дня он и забыл о них.)

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

…Унӑн кивӗ суранӗсем ыратнӑ.

… Ноют старые раны.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Флорежакса, вырӑсла пӗр сӑмах та ӑнланмаскере, унӑн суранӗсем епле сывалса пыни ҫинчен Цесарский аллисемпе, мимикӑпа ӑнлантарса паратчӗ, вӑл сываласса шантарса, ӑна хӑй пурӑнасса, малашне нимӗҫсене те сахал мар вӗлерме пултарасса ӗнентеретчӗ.

Флорежаксу, который не понимал по-русски ни слова, Цессарский мимикой и жестами объяснил состояние его раны, внушил веру в выздоровление и доказал, что тот будет жить и еще повоюет.

Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Эмел пулӑшрӗ-и, хӑйӗн тӗреклӗ шӑмшакӗ чире ҫӗнтерчӗ-и — тепӗр уйӑх ҫурӑран вӑл ура ҫине тӑчӗ, суранӗсем ӳт илчӗҫ, хӗҫпе каснӑ вырӑнсем ҫеҫ ватӑ козак ун чухне йывӑр аманнине аса илтерсе тӑчӗҫ.

Лекарства ли или своя железная сила взяла верх, только он через полтора месяца стал на ноги; раны зажили, и только одни сабельные рубцы давали знать, как глубоко когда-то был ранен старый козак.

X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Унта ӑна курӑксемпе тата суранӗсем ҫине йӗпе япаласем хурса ывӑнма пӗлмесӗр имлеме тытӑнчӗ; чирлӗ ҫынна пӑхма пӗлекен жидовка тупрӗ, вӑл вара Тараса пӗр уйӑх хушши ӑрӑм шывӗ ӗҫтерсе пурӑнчӗ, юлашкинчен лешне ҫӑмӑлрах пулнӑ пек туйӑнчӗ.

Там принялся он лечить его неутомимо травами и смачиваньями; нашел какую-то знающую жидовку, которая месяц поила его разными снадобьями, и наконец Тарасу стало лучше.

X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех