Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сурана (тĕпĕ: суран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лазаретра манӑн сурана уҫса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ыйткаласа ҫӳрекенӗн витӗмлӗ сӑмахӗсем Анук чӗринчи сурана юсакан эмел пекех туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑшӗ тахҫанхи сурана сӗртӗннӗ евӗр ахлатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл эпӗ хытӑ аманни ҫинчен, вӑл мана кунта, пӳрте ҫӗклесе килсе хуни, ман сурана ҫыхни ҫинчен, анчах, мана часрах медицинӑллӑ пулӑшу кирлӗ тесе шутланипе хӑй ҫырана ҫитсе ӳкме, унта тревога туса ман пурнӑҫа ҫӑлма шутлани ҫинчен ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл кирек мӗнле сурана та ӳт илтерет.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑхӑт кирек мӗнле сурана та сиплет.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑхӑт кирек мӗнле сурана та сиплет: тӑватӑ ҫултан Моляков авланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫын сӑмахӗ витнӗ сурана Кӑрӑмса сӗрсе те сиплес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс, Иннокентий, ман хуйха ан тив, юнланса тӑракан сурана тӑвар ан сап! — терӗ вӑл сиввӗн, вара шӑлӗ витӗр аяккалла чӑртлаттарса сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ чупнӑ ҫӗртех, аялти кӗпе аркине ҫурса илсе, сурана пӑчӑртаса ҫыхса хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Сурана ҫыхмалла, анчах Пуяндайкин тӑшман енне тарса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Санюкӑн хӑйӗн ӳчӗ лайӑх пулчӗ: сурана питӗ час ӳт илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл, кӑштах медицинӑна чухлаканскер, сурана спиртпа е йодпа сӗрсе, тасатса ҫыхмалли пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Паллах, ачаранах ӗҫ ҫумне куршанакланнӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫамрӑкӑн таса чун-чӗрине ҫакӑн пек сӑмахсем пуртӑ пек касӑнса кӗмесӗр, унта нихӑҫан тӳрленми сурса ыратакан сурана ҫаврӑнмасӑр пултарайман..

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Эрех вӑл пур йышши сурана та юсаканччӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Чим-ха, кум, — терӗ вӑл, — суран ҫине ҫӗр хурар, ҫӗр сурана туртать текенччӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурпӗрех тӗпӗ-йӗрӗпе тухмарӗ-тӗк, кӑпшанкӑн юлашкийӗсене йӗппе кӑлармалла, сурана йодпа сиенсӗрлетмелле.

Куҫарса пулӑш

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Ун пек сурана хӑех сиплесе сывалать.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Атте ӑна манӑн пуҫри сурана кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла ятлаҫса атте мана ҫӳҫрен тытса лӑскасшӑн ман паталла туртӑнчӗ, мана ярса илесшӗн аллине кӑнтарчӗ, анчах ҫав самантрах манӑн пуҫ ҫинчи сурана асӑрхаса пулӗ, мана тивмерӗ, пуҫа тытса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех