Шырав
Шырав ĕçĕ:
Супни ҫитнипе, кутӑнла утӑмлакан кун-ҫул хӗлхемӗ тӗксӗмленсе те тӗксӗмленсе пынипе чунӗ те, вӑй-халӗ те, хухса, хавшаса, тӑллансах ларнине пула мучи хӑй пӗчченлӗхне паянхи пек нихӑҫан та туйманччӗ, сисменччӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Кӑнтӑрла ӗҫсе супни вӑл вӑхӑтра тӑна кӗрсе выртать-ха, каҫпала укҫа ӑҫтан тупасси ҫинчен пуҫне ватать, ҫамрӑксем урама тухма ӗлкӗреймен.
Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пурӑнасса эпир юнашар тенӗ пекех пурӑнатпӑр; пӑхатӑп — сан пата халӑх нумай ҫӳрет, анчах ӗҫсе супни, йӗркесӗрленни ҫук.Живем мы почти рядом; вижу — народу к тебе ходит много, а пьянства и безобразия нет.
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ачисене хытӑ вӑрҫаҫҫӗ, хӗнессе те хытӑ хӗнеҫҫӗ, анчах ҫамрӑксем ӗҫсе супни те пӗр-пӗринпе ҫапӑҫни ватӑсене тӗлӗнтермест, ҫакна вӗсем хӑй йӗркипех пыракан ӗҫ вырӑнне хураҫҫӗ, — мӗншӗн тесен ашшӗсем хӑйсем те ҫамрӑк чух вӗсем пекех ӗҫнӗ, ҫавӑн пекех ҫапӑҫнӑ, вӗсене те ашшӗ-амӑшӗ хӗненӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл лаши ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑчӗ, супни пушаннӑ-пушанман, майӗпен хыврӗ те, ҫӑварлӑх тӑхӑнтарса, хырӑмсалӑхне хытарчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗлӗт мӗлки пек йӑсӑрланса иртрӗҫ ҫав кунсем, халӗ ӗнтӗ ӑна хӑй унччен чӑнлӑх шыраса супни усӑсӑр та ниме тӑман тертленӳ пек ҫеҫ туйӑнчӗ.Тенью от тучи проклубились те дни, и теперь казались ему его искания зряшными и пустыми.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
49. Санӑн Содома йӑмӑкун тата унӑн хӗрӗсен йӗркесӗрлӗхӗ акӑ мӗскер: мӑнкӑмӑллӑх, апат-ҫимӗҫпе, ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхни, ӗҫсӗр супни, тата вӑл чухӑнпа мӗскӗне пулӑшмарӗ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1