Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сунать (тĕпĕ: сун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫанталӑкех ыр сунать пулмалла ӑна, тӳсӗмлӗхшӗн турӑ пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук уссӑрах ку хыпара ашшӗ-амӑшӗ пӗлмен пек сунать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫывӑхри вӑрман тӑрринчи ҫутӑ уйӑх ҫамрӑксене ырӑ кун-ҫул сунать.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Сана пурте парне парать, лайӑх вӗренме, ӑслӑ, сывлӑхлӑ ҫын пулма ырӑ сунать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Ман шутпа, — тенӗ вӑл, ватлӑхне кура мар ҫирӗп сасӑпа, — кам хӑйне хӑй хисеплет, кам хӑйне хӑй мӑнна хумасть, кам ӑслӑ, ҫав маларах сывлӑх сунать, маларах саламлать…

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Лешӗ вӗсене пурнӑҫпа юрату пиллесе уяври вырӑнне кӑтартать, ӑнӑҫу сунать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Кашнин амӑшӗ хӑй ачине ырӑ сунать, лайӑхрах пултӑр тет.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫут ҫанталӑк та ыр сунать тейӗр.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнпа та ватӑ ҫын икӗ тусшӑн пит савӑнать, ыр сунать.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑна ыр сунать

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑй мӗнле ӗҫлӗ, пушанма вӑхӑчӗ ҫук пулин те, курсан ал парса сывлӑх сунать, мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине ыйтса пӗлет, кирлӗ канаш-сӗнӳпе пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Кирек мӗнле механизатора та алӑ тытса сывлӑх сунать, унпа яланах йӑл-йӑл кулса калаҫать, сассине нихҫан та хӑпартмасть.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл яланах ҫынна ырӑ сунать, тараватлӑ та, чей ӗҫтермесӗр кӑларса, ӑсатса ярать-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Сӑввинче Шаковӑна ырлӑх-сывлӑх сунать, ҫирӗм пиллӗк тултариччен качча тухма сӗнет.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

«Тӑван Атӑл» альманах редакцийӗ, хӑйӗн пур вулаканӗсемпе пӗрле, ӑна аллӑ ҫул тултарнӑ ятпа хӗрӳллӗн саламлать, малашне тата тухӑҫлӑрах ӗҫлеме, коммунизм тӑвакан халӑх валли татах нумай паха произведенисем, кӗрешӗве чӗнекен лайӑх кӗнекесем ҫырма ырлӑх-сывлӑх сунать.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Йӑли ҫавӑн пек унӑн: хӑйне хурӑнташ тивекен карчӑксемпе стариксене ыталасах, чуптусах сывлӑх сунать.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӳперен ӑшӑ хӗвел ачашшӑн пӑхать, вӑл пурне те савать, пурне те телей сунать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авкаланса, пуҫ ҫапса, алӑ парса ҫаврӑнать, Ашшӗн тач тусӗсене тӗнче пек ыр сунать.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак пуп Йӑван мӗн калать, Юмӑҫран та ыр сунать:

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Атте ячӗ Атӑлта — Иртен-ҫӳрен асӑнать; Анне ячӗ Ҫавалта — Ыр ҫын пырать, ыр сунать».

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех