Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сунасласа (тĕпĕ: сунасла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Апчху, апчху! — сунасласа илеҫҫӗ ҫамрӑксем, питне-куҫне хупласа.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Леш тӑсмакрах питлӗ йӗкӗчӗ халӗ чи-х-х-х! сунасласа илчӗ те ҫак арҫынна хирӗҫ ыткӑнчӗ, ун умне ҫитсе ӳксен, чӑр-чӑр ҫуллӑ куҫӗпе кун куҫне ҫуллакаласа, пӗрре йытӑ хӳри пек кукӑрланса, тепре сакӑр ҫӗртен йыт пырши пек авкаланса, чунне тавӑрсах, сӗлекеленсех чӗлхипе тем ҫурӗ, ҫурӗ, вара умра арҫыннӑн ҫулне уҫса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Ҫапла кӗтсе илнӗшӗн хӑвара тавтапуҫ, — тет те Сергей Петрович, сунасласа ярать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Мотор сунасласа илчӗ те, кимӗ малалла вирхӗнчӗ.

Фыркнул мотор, и она понеслась вперед.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вӑл праҫник кӗпи тӑхӑнчӗ, Алексей тетӗшӗ парнеленӗ зонтикне илчӗ те, кӗпине мӗнрен те пулин ҫаклатасран тимлӗн асӑрханса пырса, ашшӗ хыҫҫӑн нимӗн чӗнмесӗр утрӗ, фабрикӑна кӗрсен темиҫе хут сунасласа илчӗ.

Надела праздничное платье, взяла зонтик, подарок дяди Алексея, и, покорно шагая вслед за отцом, внимательно следила: не задеть бы платьем за что-нибудь, несколько раз чихнула.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Старик хӑех ҫӑла анса ӗҫлерӗ, унта шӑнса пӑсӑлчӗ пулас та, пӗр эрне ӳсӗрсе, сунасласа пурӑнчӗ, йӗп-йӗпе тар ҫӳрерӗ.

Старик сам спускался в него и, как видно, там приостыл, с неделю кашлял, чихал, ходил с мокрой от пота рубахой.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан табак шӑршлать, сунасласа илет те каллех шӑршлать.

Потом понюхает табаку, высморкается и опять понюхает.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ача вара ҫичӗ хутчен сунасласа илнӗ те куҫне уҫнӑ.

И чихнул ребенок раз семь, и открыл ребенок глаза свои.

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех