Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулнипе (тĕпĕ: сул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хаҫат алӑ сулнипе ҫеҫ тухмасть-ҫке: ӑна кӑларас тесен штат кирлӗ, хучӗ кирлӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6079.html

Ара, стройра сахал пынӑ-им вӑл ун хыҫҫӑн, кӗскен кастарнӑ шурӑ ҫӳҫлӗ ӗнсе, хытӑ сулнипе вӑрӑмраххӑн курӑнакан алӑ сахал мӗлтлетнӗ-им унӑн куҫӗ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Гольбасто Момарен Эвлем Гердайло Шефин Молли Олли Гу, Лилипутин хӑватлӑран хӑватлӑ императорӗ, пӗтӗм тӗнче халӑхне савӑнтарса тата хӑрушлӑх кӳрсе тӑраканӗ, пилӗк пин блестрег (йӗри-тавра вуник миля яхӑн) йышӑнса ҫӗр чӑмӑрӗ хӗррине ҫитех сарӑлса выртакан ҫӗре тытса тӑраканӗ; монархсен монархӗ, этем ывӑлӗсенчен чи асли, урипе ҫӗр кӑвапи ҫине пусса, пуҫӗпе хӗвеле тӗкӗнтерсе тӑракан, аллине пӗрре сулнипе ҫӗр ҫинчи патшасен чӗркуҫҫине тӑр-тӑр чӗтретсе тӑракан; ҫур кунӗ пек кӑмӑллӑскер, ҫу кунӗ пек ырлӑхлӑскер, кӗр кунӗ пек иксӗлми пурлӑхлӑскер, хӗл кунӗ пек хаярскер.

«Гольбасто Момарен Эвлем Гердайло Шефин Молли Олли Гу, могущественнейший император Лилнпутии, отрада и ужас вселенной, чьи владения, занимая пять тысяч блестрегов (около двенадцати миль в окружности), распространяются до крайних пределов земного шара; монарх над монархами, величайший из сынов человеческих, ногами своими упирающийся в центр земли, а головой касающийся солнца, при одном мановении которого трясутся колени у земных царей; приятный, как весна, благодетельный, как лето, обильный, как осень, и суровый, как зима.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ вара, вӑл хытӑ сулнипе пӳске ҫурӑлса каять пуль, тесе хӑрарӑм.

И я боялся, что он его разорвёт, — так махал.

Витя пӳскене шыва пӑрахни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Зоя тӑчӗ те карӑнса илчӗ, пуҫне сулларӗ (сылтӑм куҫхарши ҫиие вӗҫӗмсӗр усӑнса анакан хура ҫӳҫ пайӑркисене пуҫне хыттӑн каялла сулнипе хыҫалалла вырттарас йӑла пурччӗ унӑн).

Но вот Зоя встала, потянулась, тряхнула головой (была у нее такая привычка — резким движением отбрасывать темную прядь, постоянно сползавшую на лоб и правую бровь).

Малтанхи ӗҫ укҫи // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

— Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, тусӑмсем! — тесе кӑшкӑрчӗ Гленарван, — хӑйӗн юлташӗсене сассипе тата аллине сулнипе хавхалантарса.

— Смелей, смелей, друзья! — крикнул Гленарван, голосом и жестом ободряя своих спутников.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах ҫак вӑхӑтра Ридлер алӑ сулнипе иккӗмӗш танк тапранса кайрӗ.

Но в эту минуту по знаку Ридлера двинулся второй танк.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ун енне ҫаврӑнса эпӗ пуҫӑма султӑм, — вара мана хама та, пуҫӑма ҫапла чыс-хисеп сӗнмесӗрех хӑюлӑн сулнипе савӑнӑҫлӑ пек туйӑнчӗ.

Я обернулась, кивнула — и мне даже самой стало весело, так я равнодушно, смело кивнула.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех