Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулмаклӑрах (тĕпĕ: сулмаклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫӗсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Пӗри тепринчен сулмаклӑрах.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ҫынсен (вӗсен хушшинче ятуллӑ ҫи-пуҫлисем те, кӑптӑр-каптӑр тумланнисем те, хулсӑрри-урасӑрри те пур) пӗр-пӗрне тӳсӗмсӗррӗн пӳлсе кӑшкӑрашни, ҫилӗллӗ сӑмахӗсем пӗри тепринчен хаяртарах, сулмаклӑрах, шӑрчахрах:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сулмаклӑрах пӑр килсе ҫапӑнсан, сӑвай юписем те чӗтренсе илеҫҫӗ, анчах аптӑрамаҫҫӗ-ха: вӗсене тӗреклӗ ҫапса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗлтӗр, сӑмахран, ку сферӑна сулмаклӑрах аталантарма, производствӑсене ҫӗнетме-модернизацилеме 247,2 млн тенкӗ хывнӑ, 27 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Ҫавӑнпа-тӑр ҫавасем сулмаклӑрах ыткӑнаҫҫӗ, вӗсем пӗрре кассах пӗр сенӗклӗх утӑ-курӑк хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫӗнчи Эдуард Ильин йӗркеленӗ «Саврӑшпуҫ кинемисем» тата Чӑваш Шупашкарӗнчи Виталий Охотников ертсе килнӗ «Илем» ушкӑн уява тата сулмаклӑрах турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юррисем илемлӗ, чӗлхисем ҫепӗҫ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... hisem-cepc

Кӑмӑлӗ хытса ҫирӗпленчӗ, шухӑшӗ — сулмаклӑрах, тарӑнрах иккенне сисет.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Патак вӗҫӗнче муклашка е шишка пулсан, вӑл тата сулмаклӑрах тивет.

Удар будет еще сильнее, если на конце палки имеется утолщение, шишка.

Палица // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

— Чул ывӑтса пӑхсан мӗнле-ши? — тесе ыйтрӗ те Чочой, ҫавӑнтах сулмаклӑрах чул муклашки суйласа илчӗ.

— А что, если камень в пещеру бросить? — спросил Чочой и, выбрав поувесистее камень, взял его в руки.

Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вара майӗпен, тата сулмаклӑрах та чӑрсӑртарах сӑмахсем суйласа, ҫавсемпе вал Жукова куҫранах хӑртма тытӑнчӗ.

И медленно, отыскивая наиболее веские, грубые слова, она начала бросать ими в лицо Жукова.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Ун ӑшчиккинче тӑвӑлса килнӗ хӗрӳлӗхпе пӗрле утӑмӗ те сулмаклӑрах та ҫирӗпрех пула пуҫларӗ.

Воодушевившись, он зашагал решительней и тверже, все сильнее топая подошвами своих матерчатых туфель.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Ял ҫыннисем ҫинчен те сулмаклӑрах хайлавсем кирли пирки сӑмах пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра // Петӗр Ялкир. «Хресчен сасси», 2003.12.16, 3 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех