Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулмаклӑ сăмах пирĕн базăра пур.
сулмаклӑ (тĕпĕ: сулмаклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулмаклӑ, сулмаклӑ илнӗ, анчах, тусӑмсем, ку пӗтӗмпех пуша шухӑш кӑна…

Да, размах, размах, только все это, друзья, одна фантазия…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сурпан ҫинчен арӑм чаплӑ та сулмаклӑ хушпу тӑхӑннӑ, хушпу хыҫӗ ҫурӑма витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хӗрсен вӑрӑм та сулмаклӑ, темиҫе тӗслӗ шултра шӑрҫаран тунӑ ҫурӑм ҫак-кисем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Авалтарах туйӑр кӗпҫесенчен тунӑ, ҫӳҫе янӑ хӳре текен сулмаклӑ капӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Унӑн шӑнӑрӗсем — хурҫӑран, куҫӗсенче — хӗвелпе ҫӑлтӑрсен шевли тата чӑрсӑрлӑх, чӑмӑрӗсем — сулмаклӑ, кӑмӑлӗ — ырӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пит сулмаклӑ та ҫемҫе.

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Конституци ҫине таянса эпир нумай нациллӗ халӑх пӗрлӗхне ҫирӗплететпӗр, Чӑваш Ен сулмаклӑ аталанӑвӗшӗн, пирӗн граждансен пурнӑҫне лайӑхлатма тӗрлӗ проектсем хута ярассишӗн тӑрӑшатпӑр, кашни ҫын хӑйӗн вырӑнне туптӑр тесе условисем йӗркелетпӗр.

Опираясь на Конституцию, мы укрепляем единство нашего многонационального народа, обеспечиваем динамичное развитие Чувашии, воплощаем в жизнь проекты по улучшению положения наших граждан, создаем условия для самореализации каждого человека.

Олег Николаев Чӑваш Республикин Конституцийӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/11/30/chva ... avash-resp

Ҫывӑракан пӳрт юлхавлӑн сулмаклӑ ахрӑмпа хуравларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑнах та, халӗ ҫав ҫӑткӑнсем хӑрушӑ мар: вӑрман тӑрӑхӗнче вӑл хӑйӗнчен ҫӳллӗрех сулмаклӑ ӑвӑс патак хуҫса илчӗ, ҫавӑнпа та ҫветтуй вырӑнсене Турра пуҫҫапма ҫӳрекен ҫын пек ун ҫине таянса мӑнаҫлӑ тытрӗ хӑйне, тӗттӗмлӗхе тимлӗн тинкерсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳртне те, алкумне те, сарайне те, мунчине те, нӳхрепне те пысӑк, сулмаклӑ ҫӑрапа питӗрет.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара часах химически кӑранташпа хут ҫине чылаях сулмаклӑ цифра ҫырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хуралҫӑ сарай ҫумне тӑратса хунӑ сулмаклӑ туйине каллех алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Самай сулмаклӑ пӑшал чӑлан алӑкне хупнӑ чухне аллинчен тухрӗ те ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫак вӑхӑтрах кӑкӑр ҫине йывӑр та сулмаклӑ япала ҫакӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫсен ярӑмӗ сулмаклӑ утӑмсемпе пырать.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ҫамрӑк, пӳ ҫитӗннӗ каччӑ сулмаклӑ хура чӑматанне алӑран алла улӑштара-улӑштара тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫапах та сулмаклӑ шыв юхӑмӗ ӑна анаталлах тӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унӑп витӗмлӗ те сулмаклӑ сассине илтсе, ытти салтаксем те, штыксене малалла кӑнтарса, фашистсем ҫинелле кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Асӑннӑ ҫитӗнӳсенче хуҫалӑхӑн ферминчи ӗҫсене йӗркелесе пыракан Надежда Разиновна Федорова тӳпи уйрӑмах сулмаклӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе пыракан ҫутӑ уявпа саламлатпӑр! // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... lamlatpar/

Хӗрхӳ, анчах ӗмӗрлӗхех асра юлакан тӳрӗ пурнӑҫ маякӗ пулса ӳкрӗҫ пирӗн чун-чӗрене аттен ҫак сулмаклӑ, сӑваплӑ, ырӑ сунӑмлӑ сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех