Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулланса (тĕпĕ: суллан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урапа кустӑрмисем ҫӑра тикӗт сӗрнипе ҫемҫен лӑканса кусни, хир шӑрчӑкӗсем пуҫ урлах сике-сике каҫса пӗр чарӑнмасӑр чӑрӑлтатни, лашасем хыҫран юлма пӗлмен пӑвансене хӳрисемпе ҫапкаласа, урисемпе тапкалашса хӑвалама тӑрӑшни, хир тӑршшӗпе ӑрша выляни унталла-кунталла сулланса ларакан ачасене йӑлӑхтарать, ывӑнтарать, куҫа хуптарать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сулланса пыратӑн ҫав ҫулпа.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сӑлтавсӑр сулланса ҫӳреме хӑнӑхман Егор Силыч.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ватӑ конюх Илихван та сулланса ҫитнӗ иккен кунта.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗскӗн ахаль те аран сӗнкӗлтетет, пӗкӗ пек авӑнса, хӑрушӑ сулланса.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑн та, мӗн сулланса ҫӳремеллеччӗ ҫав ямӑт хулара.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халь вара унӑн, ҫамрӑк мар пӗччен хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче сулланса ҫӳресе, Завьялова Мускавран васкавлӑн чӗнсе илни ҫинчен мӗн те пулин суяс пулать.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Типшӗм, пӗчӗккӗ, йӗрсе пӗтнӗ вунтӑваттӑри арҫын ача вӗрӗн ҫинче сулланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ялта никам та вӑранман-ха, пӗр хӗр ҫеҫ, шӑлне ҫыртса, кипкери ачана ал ҫинче сиктерсе ҫывратнӑ пек сулланса, кил хушшинчи нӳрӗ каска ҫинче ларать…

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Алла алса ӑшӗнчех чӑмӑртаса тытатӑн та — алса пӳрнескисем пушӑллах сулланса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Саня кантӑк витӗр пӳртҫи хӗрринчен, пӗрре сӳтӗлсе, тепре явӑнса, такам ҫӳлтен пӑлхатса-вылятса тӑнӑ пекех сулланса юхакан шыв кантри ҫине пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Умри йывӑҫ тӗмисем айӗнче шур чечеклӗ кӗпҫесем, типсе саралнӑ, хур шӑлӗ пек шӑллӑ-шӑллӑ ҫулҫӑллӑ сухӑр вӗлтренсем сулланса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ӑна текех пит-куҫран та алӑран вӑрӑм сарӑ ҫивӗт сулланса ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӑш чухне вара ахалех сулланса ҫӳренӗ каччӑ.

Или просто шатается без дела.

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

Чӑваш Ен ҫыннисен те, паллах, влаҫ тӗлӗшпе кӑмӑлсӑрлӑх ҫук мар-тӑр, анчах митингсем тӑрӑх сулланса ҫӳренипе пурнӑҫ лайӑхланасса шанни вырӑнсӑррине кашниех ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Ывӑнса ҫитнӗскер, вӑл тин кӑна-ха енчен енне сулланса, малалла ӳпӗнсе, йывӑррӑн турткаласа ларатчӗ купӑсне.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пурин те гимнастеркисем шӑтса-ҫурӑлса пӗтнӗ, пичӗсем ӗнсе-хуралса кайнӑ, пурин те куҫӗсемпе шӑлӗсем илемсӗр шуррӑн, тискер шуррӑн курӑнаҫҫӗ, пурте йывӑррӑн сывласа, енчен енне сулланса тӑраҫҫӗ (йӑванса кайӗччӗҫ, тӑсӑлса выртӗччӗҫ, анчах ура айӗнче — шыв, кӑвак-симӗс мӑкпа витӗннӗ тӗмескесем, ӳксе ҫӗрнӗ йывӑҫсем тата — хура-симӗс шыв).

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

…Манӑн юлашки кунсем йӗркесӗр, тӗлли-паллисӗр иртрӗҫ, эпӗ кунӗ-кунӗпе, эрни-эрнипе ӗҫсӗр сулланса ҫӳреттӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Изамбаев, халь кӑна ҫырмана аннӑскер, хӑй те аранаран сулланса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ун тураттисенчен сулланса тӑмалла пулать сан.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех