Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулланни (тĕпĕ: суллан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялтан ҫав вӑрмансен тӑррисем сулланни те курӑнать, кайӑксем юрлани те лайӑх илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Йывӑҫ тӑррисем ерипен сулланни те, пӗр-пӗр турат шӑтӑрт хуҫӑлса анни те, ҫумран кайӑк вӗҫсе иртни те уншӑн ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмаллах хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Годвина питӗ хаваслӑн ӑсатса ячӗҫ; вӑл сулланни вакун чӳречинчен те курӑнать; кунта юлакан Бутспа Томас, Лей тата Брентган ыталашнӑ та — тутӑрӗсене ҫил ҫине кӑларса хунӑ, вӗсемпе вӗлкӗштере-вӗлкӗштере телейлӗскерпе сыв пуллашаҫҫӗ, — ашшӗ аскӑнлӑхшӑн каҫарнӑскерпе; халӗ вӑл иртнӗ пурнӑҫне кӑштах та пулин сӑваплатмашкӑн турӑран хӑракан аппӑшӗсем патне ҫул тытрӗ.

Годвин уехал так весело, что покачивался даже в окне вагона, а провожавшие его Бутс, Томас, Лей и Брентган, обнявшись, пустили по ветру свои платки, которыми махали счастливцу, прощенному отцом за беспутство и едущему загладить прошлое среди богобоязненных теток.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Анчах сывлӑш шарне курнисем пурте пӗлеҫҫӗ — вӗҫне чухне унӑн карҫинкки питӗ сулланать, ун сулланни хӑш чухне енне-енне темиҫешер метра ҫитет.

Но всякий, кто наблюдал за полетом воздушного шара, знает, как широко временами раскачивается корзина — на цельте метры в разные стороны.

10. Урӑх ҫынсем тунӑ машинӑсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Унчченхи пекех сехет маятникӗ сулланни, Обломов уринчи атӑ сасси тата ҫип ҫыртса татни ҫеҫ илтӗнсе тӑрать.

По-прежнему слышалось только качанье маятника, стук сапог Обломова да легкий треск откушенной нитки.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех