Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суйсан (тĕпĕ: суй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ суйсан та, тӗрӗссине каласан та, эсӗ мана пӗрех ӗненместӗн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Суйсан, ытларах лекет теҫҫӗ вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кайран вӗсемпе ҫыхӑнса илӗпӗр, мӗн те пулин суйсан ман ҫынсем сан пата килне пырса мӑйран сӗрсе хӑварӗҫ, — тет асли.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Халь ӑна суйсан та килӗшет.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Суйсан аҫа ҫаптӑр мана.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Суйсан ҫылӑх пултӑр мана.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

 — Суйсан, хупса хуратпӑр.

 — Утаишь — засадим в кутузку.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сасартӑк вӑл халь мана та суйсан

Вдруг он теперь и мне врет?»

Тухса каяс умӗн пӗр кун малтан // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Пӗрмай суйсан, тупа тусан, пионера йышӑнмастпӑр.

В пионеры не примем, если будешь врать да божиться.

Пысӑк ҫемьен пӗчӗк хуҫи // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Манӑн отрядра кам та пулин суйсан, эпӗ ӑна яланах хам ӗнселетӗп, — тенӗ хыттӑн Коля Щорс.

Если у меня кто соврет, я ему завсегда сам в морду дам, — строго сказал Коля Щорс.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

— Итле-ха эс, пӗтӗмпе чӑннипе каласа пар, суйсан, пуҫна чул ҫине ҫапса ватма хушатӑп! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

— Слушай, ты, выкладывай всю правду, не то я прикажу размозжить тебе голову о камень! — крикнул Бойчо, внезапно побагровев от гнева.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Асту, суйсан — лекет.

И не вздумай врать.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Суйсан, мана пурӑнӑҫра нимӗнле телей те ан пултӑр!

Если вру, чтоб мне в жизни счастья не видеть.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех