Шырав
Шырав ĕçĕ:
Саккун тӑвакан влаҫ икӗ палатӑллӑ парламентран тӑрать: Сенатран (13 пайташ, 10-шне генерал-губернатор палӑртать, 3 — оппозици) тата Представительсен палатинчен (15 депутат, халӑх вӗсене 5 ҫуллӑха суйлать).
Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0
Тӑркӑч хашакин материалӗпе калӑпне ярӑну стильне кура (ӑна роликлӑ тӑркӑча туянакан ҫын суйлать) палӑртаҫҫӗ.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Сахрун Сухви сухан суйлать, Насар Наҫҫи пуса татать.
Санюк Санькки кӑна выртать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.
Тӳрккесрех каласан, кун пек хӗр упӑшкалӑх йӗкӗт хӑй ытларах суйлать пуль, теес килет.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Урине ҫырма еннелле тӳп-тӳрӗ тӑсса хунӑ — саппунӗ ҫинчи карта кӑмпине суйлать, ҫырма урлӑ каялла каҫакан Элекҫей ҫине пӑхса кулать.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Таранов клуба пычӗ те — унта Петр Васильевич кӗнеке суйлать.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Таш ташласа ӗҫкӗ ӗҫнӗ ҫийӗнчех Майра патша ҫынсем суйлать тинкерсех, Улпутсемпе хуҫасенӗн парнисем Унӑн умне тӑкӑнаҫҫӗ кӳнисем…
VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ял халӑхӗ ӑна ҫав ҫулах колхоз председательне суйлать, 15 ҫула яхӑн тӑван хуҫалӑха ертсе пырать вӑрҫӑ ветеранӗ.
Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/
Ҫав самантра ҫын темиҫе майсем шутласа кӑларать, вӗсене танлаштарать, хӗсӗк вырӑнӗсене курать, вара пӗрремӗш юрӑхлӑ йышӑну суйлать.
Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294
Анчах ҫурт тӑвакан тӑванӑн укҫи ҫителӗклӗ те вӑл ман йӑмӑк пек ахаль ӑстана чӗнесшӗн мар, чаплӑ тӑвакан ҫынна суйлать.
Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html
Вӑл хӑйӗн картинӗсене хӑвӑртрах туса «сутма» васкамасть, кашни произведение ҫырма пуҫличчен тӗплӗ шухӑшлать, темиҫе вариант та туса пӑхать, кашнине тиркесе тӑкать, юлашкинчен вара вуннӑран пӗрне суйлать.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хут пӗлекен Микулана ял-йышӗ ултавҫӑ, куштан та чее Платтун вырӑнне ҫӗр уполномоченнӑйне суйлать, тавлашуллӑ ҫӗр пирки хӑйне хӳтӗлеме Хусана суда шанса ярать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Хӑшӗ мӗнле ҫинине сӑнать, хӑй валли чипертерех савнӑ мӑшӑр суйлать вӑл тейӗн.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗҫерӗнес пулсан Урасмет халь пирӗн аяк пӗрчисене пӗрерӗн-пӗрерӗн суйлать.
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
…Бюро та пулса иртрӗ, иккӗмӗш кун ӗнтӗ комисси ҫӗнӗ ҫӗре кайма ҫамрӑксем суйлать.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Сакӑр ҫулхи Кӗлпикке ашшӗпе пӗр танах тырӑ суйлать, пӗрчӗн-пӗрчӗн тытса кӑклать.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Вӑл халь Касимовра хӗр суйлать, ҫавӑнпа час ҫитеймерӗ, — тет Карамыш.
4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чӑваш АССР Верховнӑй Судне Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗ пилӗк ҫуллӑха суйлать, унӑн составне ҫаксем кӗреҫҫӗ: Председатель, унӑн заместителӗсем, суд членӗсем тата халӑх заседателӗсем.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗ татса памалли ыйтусене малтанлӑха пӑхса тухса хатӗрлеме, ҫавӑн пекех Чӑваш АССР законӗсене тата Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗпе унӑн Президиумӗн ытти решенийӗсене пурнӑҫа кӗртмешкӗн пулӑшма, государство органӗсемпе организацийӗсен ӗҫне контроллесе тӑма Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗ депутатсенчен яланхи комиссисем суйлать.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗ Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумне — Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн ялан ӗҫлекен, хӑйӗн пӗтӗм ӗҫӗ ҫинчен ун умӗнче отчет тӑвакан тата унӑн сессийӗсем хушшинче Чӑваш АССРӗн государство влаҫӗн аслӑ органӗн функцийӗсене ҫак Конституцире палӑртса хунинчен иртмесӗр пурнӑҫласа пыракан органа суйлать.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.