Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суйласа (тĕпĕ: суйла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Катя Лычёвӑна темиҫе пин кандидатурӑран суйласа илнӗ.

Катя Лычёва была отобрана из нескольких тысяч кандидатур.

Лычёва Екатерина Александровна // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D1%8B%D ... 0%BD%D0%B0

Севастопольпе крымчансемшӗн чӑнах та шӑпа маякӗ 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӗсем ҫирӗп те пӗр тӗллев суйласа илнӗ кун Раҫҫейпе ӗмӗрлӗхех тӗл пуласси пулса тӑнӑ.

Поистине судьбоносной вехой для севастопольцев и крымчан стал день 16 марта 2014 года, когда они сделали твердый, однозначный выбор – навеки быть с Россией.

Путин Крымпа Севастополь РФ хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетес ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3658694

Хамӑра ертсе пыма уйӑрса е суйласа лартнӑ ҫын, ӗҫлеме пултарнисӗр пуҫне, яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Каллех вӑрӑм ҫанӑллӑ кӗпе суйласа илчӗ: операци тунӑ хыҫҫӑн юлнӑ ҫӗвӗксем никама та ан курӑнччӑр…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулта ҫемье ҫавӑрма кӑмӑл тӑвкансенчен ытларахӑшӗ 24 числоллӑ датӑсене суйласа илеҫҫӗ.

Как отметила она, большинство пар в 2024 году будут выбирать даты бракосочетания, которые содержат число 24.

Мӑшӑрланакансемшӗн илемлӗ датӑсем // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2024-02- ... em-3646996

Пушкӑртстанра пурӑнакансем ҫемье йӗркелеме ытларах июль уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Ҫемье, юрату, шанчӑклӑх кунне тата май уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне суйласа илеҫҫӗ.

Популярными датами для заключения брака среди жителей Башкирии остаются День семьи, любви и верности 8 июля и Международный день семьи 15 мая.

Мӑшӑрланакансемшӗн илемлӗ датӑсем // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2024-02- ... em-3646996

Участоксене пырӑр та хӑвӑр суйласа илӗр.

Приходите на участки и сделайте свой выбор.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне хатӗрленеҫҫӗ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ne-3644449

«Шӑпах ҫав малтанхи ҫӑлкуҫсене, вӑл Украина ҫинчен каласа пама хатӗрленнине аргументлама суйласа илнӗ те ӗнтӗ», - каласа панӑ Песков.

«И вот именно эти первоисточники и были им подобраны с тем, чтобы аргументировать, что он собирался излагать по Украине», - рассказал Песков.

Путин историе тарӑн пӗлни ҫине таянать, пӗлтернӗ Кремльте // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... te-3639510

Владимир Путин историе тарӑн пӗлни ҫине таянать, час-часах архив докуменчӗсемпе ӗҫлет, ҫавӑнпа та вӑл Такер Карлсона интервью валли Украина темипе аргументлӑ хуравпама чи малтанхи ҫӑлкуҫсене суйласа илнӗ, — пӗлтернӗ Раҫҫей лидерӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков тележурналиста Павел Зарубина интервью панӑ чухне.

Президент РФ Владимир Путин опирается на глубокое знание истории, часто работает с архивными документами, поэтому для интервью с Такером Карлсоном он подобрал первоисточники для аргументированного ответа по теме Украины, заявил пресс-секретарь российского лидера Дмитрий Песков в интервью тележурналисту Павлу Зарубину.

Путин историе тарӑн пӗлни ҫине таянать, пӗлтернӗ Кремльте // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... te-3639510

Профессие ҫамрӑклах суйласа илесси ҫинчен калаҫнӑ май пирӗн аграрисен мал шухӑшлӑхне палӑртмалла.

Говоря о ранней профориентации, следует отметить прогрессивность наших аграриев.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Атте-анне каланӑ пек, хуть те мӗнле профессие суйласа илсен те, чи малтан, ҫынпа ҫынлӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Хӑвна шан тата ху суйласа илнӗ ҫул пирки нихӑҫан та ан иккӗлен, вӗренӳ сана савӑнӑҫ кӳтӗр тата чи ҫутӑ тӗллевне пурнӑҫлама пулӑштӑр!

Не сомневайся в себе и в своем выборе, пусть учеба приносит радость и помогает достичь заветной цели!

Олег Николаев Раҫҫей студенчӗсен кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/25/glava ... aet-s-dnem

Ҫурта тумашкӑн чи малтан кивӗ хуларан ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Гозериеде вырӑна суйласа илнӗ.

Первоначально в качестве места строительства выбрали Гозериеде к северу от старого города.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Франципе Прусси вӑрҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Эльзаспа Лотаринги (Мецпа пӗрле) Германине куҫнӑран Беттанье Германи гражданӗ пулса тӑрса тӑван хулара пурӑнма юлма пултарнӑ, анчах та, патриот пулнӑ май, вӑл Франци гражданлӑхне суйласа илнӗ, 1872 ҫултах Парижа куҫнӑ.

После уступки Эльзаса и Лотарингии Германии по результатам Франко-Прусской войны (вместе с Мецем), Беттанье мог получить немецкое гражданство и остаться жить в родном городе, но, как патриот, выбрал французское гражданство, и уже в 1872 году переехал в Париж.

Альбер Беттанье // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 1%8C%D0%B5

Сӑвӑҫ ҫав юрӑсене ӗнчӗ суйланӑ пек халӑхран пӗрчӗн-пӗрчӗн суйласа илет те вӗсене поэзин янравлӑ майӗпе шӗкӗлчесе тӑван халӑха каялла тавӑрса парать», тет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Поэма вӑл суйласа илнӗ сюжет тӑрӑх пӗр-пӗр тапхӑра витӗмлӗн кӑтартакан, ӑна ҫеҫ тивӗҫлӗ формӑпа ӑста сӑвӑласа ҫырнӑ илемлӗ произведени иккенне пирӗн хӑш-пӗр сӑвӑҫсем асра тытмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсем — Иван Мучин, Митта Петӗрӗн суйласа илнӗ калавӗсем, Степан Лашманӑн «Кӑвак хуппи» кӗнеки, Куҫма Пайрашӑн «Юрату юрри», Аркадий Эсхелӗн «Ашшӗпе ывӑлӗ», Илпек Микулайӗн «Ҫӗнӗ ҫын» ятлӑ калав сборникӗсем, Леонид Агаковӑн «Епле тӳсетӗн-ха кулмасӑр», «Качака такисем» кӗнекисене кӗнӗ кулӑшла калавӗсем; вӗсем — Хветӗр Уярпа Уйӑп Мишшин очерк кӗнекисем.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

«Чун-чӗререн ӗненсе коммунизм обществи тӑвакан ҫирӗп ҫынсене, этемлӗхӗн ҫутӑ малашлӑхӗшӗн, ҫынсен ҫӗр ҫинчи телейӗшӗн кӗрешме хӑйсем суйласа илнӗ ҫул ҫинчен нимле тӑшманла вӑй та, нимле йывӑрлӑх та пӑрса ярайми ҫынсене вӗрентсе ҫитӗнтерес аслӑ ӗҫе хӑвӑр произведенисемпе хутшӑннинчен хисеплӗрех ӗҫ урӑх пулма та пултараймасть».

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫитменнине республика пулӑшнипе мӗнле ӗҫсем туса ирттерессине ял ҫыннисем хӑйсем суйласа илеҫҫӗ, хӑйсен укҫи-тенкине те хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Унта ӗҫлекенсен квалификацийӗ пысӑк, вӗсем вулакансене кӑмӑллӑн кӗтсе илеҫҫӗ, кирлӗ литература суйласа илме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех