Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

старикпе (тĕпĕ: старик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старикпе темшӗн вӑтанса сывпуллашрӑм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл фотоаппаратне вӗҫертет те ахӑлтатсах кулакан старикпе ачана ӳкерсе илет, вара ман пата утса килет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ватӑ ҫӑка айӗнчи вӑрӑм сак ҫине ларатӑп та юр пек шап-шурӑ ҫӳҫлӗ старикпе пилӗк-ултӑ ҫулхи ача мӗнле вылянине сӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсенчен инҫе те мар икӗ старикпе пӗр карчӑк тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ав, старикпе карчӑк, вӗсен мӑнукӗ, йытӑ, шӑши.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Анчӑка старикпе карчӑкӑн мӑнукӗ хыҫнелле шутарма пуҫланӑччӗ ҫеҫ, вӑл пӗр-ик хут вӗрсе те илчӗ, темрен-ҫке ури ҫакланнӑ, кӗрӗс-мерӗс ҫӗре персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Кил хуҫисем, шур сухаллӑ старикпе сарлака белорус хӗрарӑмӗ, салтака ҫӑвӑнма тесе, валашка тулли шыв хатӗрлесе лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унтан малтанхи пекех васкамасӑр, старикпе калаҫать:

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов старикпе хӗрарӑма пӳрнисемпе хупласа лартать.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунта шалчасем ҫине ҫакса янӑ пулӑ тытмалли хатӗрсем типсе тӑнӑ, икӗ пулӑҫ — старикпе арҫын ача — хӑйсем валли котелокпа апат пӗҫернӗ; темле-ҫке, пӗчӗк кӑвайта ҫил те сӳнтереймен.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чике старик хур сухал хыҫҫӑн йӗрлесе кайса ҫӗр айӗнчи шӑтӑка анать, Чике старикпе ҫапӑҫать, ӑна вӗлерет те хӗрсене ирӗке кӑларать.

Следуя за Чиге-стариком, батыр попадает в подземный мир, вступает с ним в бой, убивает его и освобождает девушек.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Тен, ҫавӑнпах юмахсенче Чике старикпе паттӑр хушшинчи ҫапӑҫу (ҫӗленсемпе ҫапӑҫнипе танлаштарсассӑн) хӗрӳрех, йывӑртарах пулса иртет; нумай чухне тӗп герой вӑйлатмалли шыв ӗҫнипе ҫеҫ вӗлерме пултарать хӑйӗн курайман тӑшманне.

Этим, вероятно, объясняется то обстоятельство, что в сказках сражение богатыря с Чиге-стариком предстает еще более ожесточенным, чем со змеем: обессилевшему в неравной борьбе герою удается одержать верх только после того, как ему преподносят живительный напиток.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

3. Паттӑр ҫӗр шӑтӑкне анса Чике старикпе (е ҫӗленпе, е ҫӗр патшипе, е пӑхӑр тата шурӑ упапа) ҫапӑҫни ҫинчен калакан юмахсем те йӑхӑрулӑх тапхӑрӗнченех упранса пирӗн пата ҫитнӗ.

3. В третью группу вошли двенадцать сказок, объединенных сюжетом 301 А (три царства: золотое, серебряное, медное). Своими корнями они уходят также в период родоплеменного строя.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Старикпе ун юлташӗсем патне чуптарса ҫитрӗ те ҫакскер, чӗлпӗрне карт турттарса, утне тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ кунта! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл старикпе ытти юланутҫӑсем патне сиктерсе ҫитсессӗн.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте старикпе сывпуллашрӗҫ те учӗсем патне чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кайран кӑна халлап пулса тӑнӑ вӑл, — старикпе килӗшрӗ те, килӗшсех те пӗтмерӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старикпе карчӑк ун тавра чупкалаҫҫӗ, кӑшт тӑхтама ыйтаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Старикпе карчӑк вара ӑна пукане пекех пӑхса усраҫҫӗ, пукане пекех тумлантараҫҫӗ: саппунӗ те шукӑль, кӗпи те хитре, пушмакӗ те виҫеллӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Йӗплӗ пӑралука касса татнӑ вырӑнта хӳме ҫине улӑхса кайнӑ май, Ваня юлташ старикпе алӑ сулса сывпуллашрӗ.

Вскарабкавшись на забор в том месте, где была порвана колючая проволока, товарищ Ваня послал старику прощальный привет рукой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех