Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

станцийӗсем (тĕпĕ: станци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкарпа Улатӑр станцийӗсем Чулхуларан тата 1922 ҫулхи сентябрӗн 17-мӗшӗнче Мускаври потчамтӑн телеграф станцийӗ тӑрӑх панӑ калаҫусемпе вырӑс музыкин концерчӗсене те тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Темиҫе пин совхоз тата машина-трактор станцийӗсем пӗтӗм ҫӗршывӗпе сарӑлчӗҫ.

Тысячи совхозов и машино-тракторных станций сетью покрыли страну.

Ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Колхозсене пулӑшмашкӑн ятарласа расна йышши машина-трактор станцийӗсем туса лартнӑ.

В помощь колхозам созданы особые чайные машино-тракторные станции.

Чей плантацийӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Насос станцийӗсем тӑваҫҫӗ, вӗсем Атӑл шывне уҫласа хӑпартаҫҫӗ.

Строят насосные станции, которые качают воду из Волги.

Уяр ҫанталӑкпа кӗрешесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫавӑнпа та Атӑлпа Мускав хушшинче канал алтнӑ, плотинӑсемпе шлюзсем тунӑ, пит пысӑк кӳлӗсем тунӑ, шыва пер ҫӗртен тепӗр ҫӗре уҫласа яракан пысӑк насос станцийӗсем лартнӑ.

И вот между Волгой и Москвой вырыт канал, построены плотины и шлюзы, созданы огромные озера, поставлены мощные насосные станции, перекачивающие воду.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӗрлӗ ҫӗрте ҫӗнӗрен поляр станцийӗсем тӑваҫҫӗ.

Строятся в различных местах новые полярные станции.

Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Утравсем ҫинче поляр станцийӗсем нумай лартнӑ.

На островах выстроен ряд полярных станций.

Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӗпчев станцийӗсем организациленӗ.

Организованы исследовательские станции.

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӗнӗ газозаправка станцийӗсем тума палӑртнӑ.

Планируется строительство новых газозаправочных станций.

Пушкӑртра газ заправкисен шучӗ ӳснӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... sn-3484470

Кашни кунах пысӑк метеорологи станцийӗсем тӗп станцисене хӑйсен сӑнавӗсем ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.

Каждый день по радио крупные метеорологические станции сообщают наблюдения на центральные станции.

Мӗнле ҫанталӑк пулассине малтанах пӗлтерни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫанталӑка наука тӑрӑх тӗпчесе вӗренме хӑйне уйрӑм метеорологи станцийӗсем тӑваҫҫӗ.

Для научного изучения погоды устраивают метеорологические станции.

Мӗнле ҫанталӑк пулассине малтанах пӗлтерни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шӑхасанта ҫавӑн пекех шыв башнисем ҫинче ятарлӑ приборсемпе шутлав хатӗрӗсем вырнаҫтарнӑ, насос станцийӗсем валли ҫӗнӗ вагончиксем пырса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d1%8e%d1% ... %d0%bda-2/

Калӑпӑр, «ВНИИР» ОАО Бангладешри атом станцийӗсем валли кирлӗ пек таварсем хатӗрлесе парать.

Куҫарса пулӑш

«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts

Вӑл Мускавран Вӑрнар, Канаш станцийӗсем витӗр Хусана васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

1898 ҫулта шӑпах ҫак кун, апрелӗн 28-мӗшӗнче, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пӗрремӗш станцийӗсем хута кайнӑ тата пациентсене турттармалли каретӑсем хӑйсен ӗҫне тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

Унта тем те пӗр ҫӗкленмелле те сарӑлмалла: улма-ҫырла сачӗсемпе пахчасем, метеорологине астрономи станцийӗсем, театрсем, клубсем, лазаретсем, биллиард ҫурчӗсем, скульптурӑпа сӑнарлӑ ӳнер мастерскойӗсем; рояльпе оркестрсем валли кӗвӗ-ҫемӗ пӳлӗмӗсем; ташӑсемпе уявсем валли залсем.

Здесь возникнут сады, огороды, метеорологические и астрономические станции, театры, клубы, лазареты, биллиарды, мастерские скульптуры, живописи; музыкальные комнаты для рояля, оркестров; залы для танцев и праздников.

XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Чугунҫул станцийӗсем тӑвайкки айӗнче вырнаҫса тӑраҫҫӗ.

Железнодорожная станция расположена у подножия холмов.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Нимӗҫсем Ворошилов эшелонӗсене Миллеровӑпа Лихая станцийӗсем хушшинче хупӑрласа илсе, 5-мӗш армие, вагонсенчен кӑларса, йӑлтах салатса пӗтересшӗн пулнӑ.

Немцы намеревались запереть ворошиловские эшелоны между Миллеровом и Лихой и заставить 5-ю армию покинуть вагоны и рассеяться.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пирӗн соединени хӑйӗн пӗтӗм составӗпе Олевскпа Сновидовичи станцийӗсем патне тухрӗ.

Партизанское соединение полным составом вышло к станциям Олевск и Сновидовичи.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫак самантра эп хама-хам ниепле те Мускав тротуарӗсем тӑрӑх утса ҫӳрекен этем вырӑнне туйса илейместӗп, ҫитменнине мана юлташсем ҫӗнӗ метро станцийӗсем ҫинчен темӗн кӑшкӑрса калаҫҫӗ — Мускавра эпӗ 1931 ҫултанпа пулса курман.

Я никак не мог представить себя идущим по тротуару в Москве, а тут мне кричат что-то о новых станциях метро, которого я вообще не видел, — в Москве я не был с 1931 года.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех