Шырав
Шырав ĕçĕ:
Спорт сооруженийӗсемпе тивӗҫтерес енӗпе эпир федерацин Атӑлҫи округӗнче – пӗрремӗш, Раҫҫейре – виҫҫӗмӗш вырӑнсенче.По обеспеченности спортивными сооружениями мы первые в ПФО и третьи в России.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Чӑваш Республики регионта пурӑнакансене спорт сооруженийӗсемпе тивӗҫтерессипе те малтисен ретӗнче.
Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html
Олег Алексеевич ачасем валли ҫуллахи тапхӑрта та спорт мероприятийӗсем йӗркелемелли, спорт сооруженийӗсемпе туллин усӑ курмалли ҫинчен каларӗ, эппин, тренерсен те ҫине тӑрсах ӗҫлемелле.
Ачасен канӑвне йӗркелемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60520
Чӑваш Ен йӑлана кӗнӗ пекех халӑха спорт сооруженийӗсемпе тивӗҫтернин шайӗпе малтисен йышӗнче тӑрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Чӑваш Республики ҫынсене спорт сооруженийӗсемпе тивӗҫтерес тата халӑха физкультурӑпа спорт ӗҫне тӑтӑшах хутшӑнтарас енӗпе Раҫҫейӗн малта пыракан вунӑ регионӗ йышне кӗрет.
Михаил Игнатьев Физкультурник кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/08/12/news-3636255
Халӑха спорт сооруженийӗсемпе тивӗҫтернин шайӗпе (80 процента яхӑн) Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран эпир 21 процент иртнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Куҫ курманран сусӑра тухнисен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ хӑйсене спорт сооруженийӗсемпе кану вырӑнӗсене кӗрсе ҫӳреме йывӑррине е пачах та май ҫуккине палӑртать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Палӑртса хӑваратӑп: ҫав тӗнчери чи ҫӳллӗ стандартсене тивӗҫтерекен спорт сооруженийӗсемпе каярах республикӑра пурӑнакансен интересӗсемшӗн усӑ курӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Чӑваш Республикинче 2003 ҫулччен физкультурӑпа спорта, туризма, санаторипе курорт ӗҫне аталантармалли тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетмелли тӗллевлӗ программӑпа тата Чӑваш Республикин «Физкультурӑпа спорт ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн, 2002 ҫулта район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗ чылай ӗҫсем туса ирттернӗ, халӑх сывлӑхне, сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетме, кану вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме спорт сооруженийӗсемпе ӑнӑҫлӑрах усӑ курнӑ.
Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13
- 1