Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

словарӗ (тĕпĕ: словарь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10 томлӑ «Словарь марийского языка» (1990—2005), «Марий орфографий мутер» («Мари орфографи словарӗ») (2011), «Марий электрон мутер» («Мари электронлӑ словарӗ») (2011) кӗнекесемшӗн, ҫавӑн пекех Мари чӗлхин танлаштаруллӑ словарӗшӗн (2021) Мари Эл Республикин М. Н. Янтемир ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.

Лауреат Государственной премии Республики Марий Эл имени М. Н. Янтемира за книги «Словарь марийского языка» в 10 томах (1990—2005), «Марий орфографий мутер» («Марийский орфографический словарь») (2011), «Марий электрон мутер» («Марийский электронный словарь») (2011), а также за Словарь сравнений марийского языка (2021).

Чемышев Андрей Валерьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B5%D ... 0%B8%D1%87

Ӗпхӳри ӑслӑлӑхпа технологисен университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗнче «Пушкӑрт Республикин Шаран районӗнче пурӑнакан чӑвашсен вырӑнти калаҫӑвӗн словарӗ» ятлӑ словарь пичетленсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра диалектологи словарӗ кун ҫути курнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36084.html

Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗнче «Пушкӑртстан Республикин Шаран районӗнчи чӑвашсен калаҫӑвӗн диалектологи словарӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Диалектологи словарӗ тухнӑ // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/news/-n-k-neke/2023-0 ... hn-3444446

Вӗрентӳ министерстви сӗнӗвӗпе чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче вӗрентмелли программӑсем ҫырать, 7-9-мӗш классем валли вӗренӳ комплекчӗсене хатӗрлесе ҫитерет, «Чӑваш чӗлхин ӳкерчӗклӗ словарӗ», «Урокри телекоммуникаци технологийӗ» кӗнекесем, «И.Я. Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ» видеопрезентаци учительсем патне ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Халӑх калани «Ашмарин словарӗ, ХYI том» Хусанкка Пӑкачав патне Урал таврашӗнче пынӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Энциклопеди словарӗ тӑрӑх авторӗпе паллашрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Эпӗ вара энциклопеди словарӗ илсе килетӗп те сире ларнӑ ҫӗртех хаплаттаратӑп.

 — А я принесу энциклопедический словарь и поражу вас на месте.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ йӗркеленӗ «Электронлӑ сӑмахсар» сайтра Николай Ашмарин хатӗрленӗ словарӗ тинех тулса ҫитрӗ.

На сайте «Электронные словари», созданной Лабораторией чувашского языка, наконец-то в полном объеме представлен словарь, подготовленный Николаем Ашмариным.

«Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче — тулли Ашмарин словарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31903.html

Ҫак сумкӑра манӑн хуҫмалла ҫӗҫӗ, супӑнь татӑкӗ, йӗп, пӗр ҫӑмха ҫип тата таҫтан тупкаланӑ Павленковӑн энциклопеди словарӗ пур.

В сумке этой у меня лежали перочинный нож, кусок мыла, игла, клубок ниток и подобранная где-то середина из энциклопедического словаря Павленкова.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Каҫар та, эпӗ чылай ҫыравҫӑран акӑ мӗнлерех шухӑш илтнӗ: «Паллах, пирӗн Ашмаринӑн 17 томлӑ словарӗ пур, анчах унти нумай сӑмаха паян сахалӑшӗ пӗлет…

— Прости, я слышал от многих писателей вот какую мысль: «Конечно, у нас есть 17-ти томный словарь Ашмарина, но многие слова в нем сегодня известны немногим…

Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.

Ун чухне харӑсах икӗ пӗрешкел кӗнеке кун ҫути курчӗ: «Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ» (калӑплаканӗ Андрей Алексеев, наука редакторӗсем Иван Павловпа Юрий Виноградов) тата Виноградов мӑшӑрсем кӑларнӑ «Орфографи словарӗ. Тӗрӗс ҫырмалли правилӑсем».

Тогда свет увидели сразу две книги подобного рода: «Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ» (составитель Андрей Алексеев, научные редакторы Иван Павлов и Юрий Виноградов) и «Орфографи словарӗ. Тӗрӗс ҫырмалли правилӑсем» супругов Виноградовых.

Чӑваш орфографи словарьне кӑларас ӗҫе 2015-мӗш ҫула куҫарнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Тен кунта, ӑҫта та пулсан, акӑлчан чӗлхипе вырӑс чӗлхин словарӗ пулӗ?

Может быть, где-нибудь здесь есть англо-русский словарь?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Кунта пурте пур: Морзе азбукине вуламалли паллӑсем, ялавсемпе сигнал памалли, тинӗс терминӗсен словарӗ, тинӗс тӗвви мӗнле тумалли…

— Тут многое есть: ключ к азбуке Морзе, сигнализация флажками, словарь морских терминов, как вязать узлы…

Хаклӑ тетрадь // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Нимӗн те пӑтраштарса пӗтерес мар тесе, вӑл хӑй палланӑ библиотекаршӑран энциклопеди словарӗ кайса илнӗ.

Для того, чтобы ничего не перепутать, он достал у знакомой библиотекарши энциклопедический словарь.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Ку ӗнтӗ географсен тавҫӑрулӑхӗ мӑнӑрах пулнине тата чи тивӗҫлӗ ятсен словарӗ чухӑнни ҫинчен ҫеҫ кӑтартса парать.

Это свидетельствует только о скудости воображения географов или о бедности словаря собственных имён.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Словарӗ пирки те мана улталарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Аттене тӑван ҫӗршыв енче пӗтереймен ӗҫӗсем (вӗсен шутӗнчех чӑваш чӗлхин словарӗ пулнӑ) туртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Василий Егоровӑн этимологи словарӗ 1964 ҫулта тухнӑ, кӑҫал вара эпир ӑна сканерласа электронлӑ варианта куҫартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23215.html

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ — ку хутӗнче В.Г. Егоров хатӗрленӗ Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗ хушӑнчӗ.

Сайт электронных словарей пополнился новым словарем — на этот раз добавился Этимологический словарь чувашского языка, подготовленный В.Г. Егоровым.

Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23064.html

Федотовӑн этимологи словарӗ тӗслӗхсен йышне хушса парать.

Этимологический словарь Федотова добавляет количество примеров.

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех