Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

словарьте (тĕпĕ: словарь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нихӑш словарьте те ҫырӑнса юлман, анчах Тарановсен тӑрӑхӗнчи ҫынсен калаҫӑвӗнче, чун-чӗринче паян кунчченех пурнан «совӗҫ» ӑнлавпа тӳр килен ҫак сӑмахшӑн антӑхакан писатель саланнӑ саманапа куҫа-куҫӑн тӑрса юлать…

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Мӗнле те пулин ӑнланман ыйтӑва татса памалла пулсан, вӑл хӑйне ҫав ыйтӑвӑн ответне кӗнекере, е словарьте, е хӑйӗн цитатӑсем ҫырса пыракан хулӑн тетрадӗнче шыраса тупма вӗренетчӗ.

Чтобы разрешить какой-нибудь спорный вопрос, он приучил себя обращаться к книге или словарю, или к своей толстой тетради с цитатами.

«Ан вӗҫсем эс, хура ҫӑхан» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Пирӗн словарьте «хавхалану» текен сӑмах пур.

— В нашем словаре есть слово: «вдохновение».

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Унӑн телейне пула, словарьте гектографа мӗнле тумалли тата ун ҫинче мӗнле пичетлемелли ҫинчен калакан пӗр статья пулнӑ.

К его большой радости, в словаре оказалась целая статья о том, как устроить гектограф и как на нем печатать.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Унсӑр пуҫне, словарьте тӗслӗхсем нумай.

Кроме того, словарь изобилует примерами.

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24759.html

Ҫак словарьте сӑмах йышӗ пысӑках мар пулин те — унта пурӗ те 500 кӑна, анчах та автор тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсене суйласа илнӗ май унӑн усси пысӑк пулнине палӑртмалла.

Хотя данный словарь и содержит небольшое количество слов — их там всего 500, но следует указать, что автор постарался избрать самые часто используемые слова.

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24759.html

Кай, ҫак сӑмаха халех словарьте тупса килсе панӑ пул мана!

Сейчас же ступай и отыщи мне это слово в словаре!

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Ҫапла май халь вӑл словарьте хӑвӑрт шырав та ирттерме пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23215.html

Ашмарин хатӗрленӗ словарьте кӑмакан «кӑма» варианчӗ ахальтен ҫырӑнса юлманах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Вӗсен вырӑсла пӗлтерӗшӗсене словарьте хӑвӑр тӗллӗн шыраса тупма пултаратӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26

Хӑш-пӗр сӑмах словарьте те ҫук, анчах шухӑшласа каятӑн та — вырӑнлине, кирлине тупатӑнах.

Некоторых слов и в словаре нет, но начинаешь думать и - находишь нужную замену.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Ҫак словарьте — чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗ, тавра курӑмӗ, тӗнчене ӑнланни.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Спектакль чӑн-чӑн камит пулни унӑн ятӗнчех палӑрать: «ыйӑх» сӑмаха эсир чӑвашла-вырӑсла словарьте те, вырӑсла-чӑвашлинче те, орфографи сӑмахсарӗсенче те тупаймӑр - пур ҫӗрте те «ыйхӑ».

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Салара пурӑнакан В. «Космическая» урамри пӗр ҫурт подъездӗнче хӑйне ытла та ирӗклӗ тытнӑ: словарьте ҫук сӑмахсемпе кӑшкӑрашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑмах ҫерҫи мар, уншӑн – 5 пин тенкӗ // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех