Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сан вырӑнна хамӑр ӗҫлӗпӗр, — теҫҫӗ салтак арӑмӗсем, ҫывӑхра бригадир ҫуккине сиссенех.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тӗтӗм шӑршине сиссенех мӗн ҫуннине ҫывӑха пырса пӑхӑр.
Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/
Вӗсем, пуян хуҫа килнине сиссенех, ӑна ярса тытаҫҫӗ, тет те, шӑтӑка сӗтӗрсе кӗреҫҫӗ, тет.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Кайнӑ халиччен леш старик, иҫниксем килнине сиссенех урӑх яла вӗҫтернӗ вӑл.
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл сад пахчинчи курӑка чӑштӑртаттарнине, кантӑк патне ҫывхарнине сиссенех, вӗсен ҫутӑ мӗлтлетекен сулхӑнне, шалалла, пӑхма пуҫласанах чӳречесенчен пӗрин каррине хул пуҫҫипе сирсе ҫамрӑк хӗр курӑнса кайрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Хыҫалта такам ҫӑмӑллӑн утнине сиссенех Нок калаҫма чарӑнчӗ: ытти ҫынна асӑрхасан старик кимӗ малашлӑхӗ тӗлӗшпе урӑхларах сӑмахлама пуҫлӗ, вӗсем патнелле килекен ҫын вара хӑйӗн инкекне, нумай-нумай пассажир ҫав тери ҫивӗч лару-тӑрӑва лекнине ӳсӗрскере ӑнсӑртран тухнӑ пӗр-икӗ сӑмахпах хыпарлӗ; старик пассажирсен хушшинче хӑвӑрт калаҫса татӑлма пултаракана, пуянраххине, тупасси ҫур чӗптӗм те иккӗлентермест.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӗсем урама кӗнине сиссенех хӗрарӑмсем килӗсенчен урама тухрӗҫ, кӗтмен хӑнасене вӑрҫма тытӑнчӗҫ.Почувствовав их прибытие на улицу, женщины вышли из домов и начали ругать нежданных гостей.
Манӑҫӑнмасть самана саламачӗ // Е. АРСЕНТЬЕВ. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.
Апла пулсан, пухӑва арестлемен-ха; унти юлташсем хӑйсене пырса тапӑнасса та кӗтмеҫҫӗ иккен: хӑрушлӑх пуррине сиссенех чӳрече умӗнче ҫав кӗленче пулмӗччӗ.
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эпӗ бассейн патне ҫывхарнине сиссенех Лео шывран сиксе тухатчӗ те мана савӑнӑҫлӑ сасӑпа кӗтсе илетчӗ.Когда я подходил к бассейну, Лео выскакивал на площадку и приветствовал меня радостным криком.
Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Ку вырӑна каллех партизансем килсе тухнине сиссенех нимӗҫсем вӑрмана йӗри-тавра хупӑрласа илсе тупӑсем турттарса килме тытӑннӑ.Немцы, обнаружив, что здесь опять появились партизаны, окружили лес и стали подвозить артиллерию.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Судья вырӑнне яланах Разумов пулатчӗ, вӑл юриех Король майлӑ суд тума тӑрӑшатчӗ, анчах Дмитрий, ҫакна сиссенех, тусӗ ҫине вӗлерсе пӑрахмалла пӑхса илетчӗ те, вара лешӗ тӗрӗс суд тума пуҫлатчӗ.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Дорадор хӑйсен ӗҫӗ тухманнине сиссенех ҫухалнӑ.Дорадор пропал сейчас же после того, как увидел, что их попытка сорвалась.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫапах та эпӗ кӑшт сӗлкӗшленнине сиссенех вӗсенчен хӑшӗ те пулин ҫавӑнтах е тӑварлӑ Каспи шучӗпе, е йӗркеллӗ те ылтӑн тӗш пек сулмаклӑ хресчен сӑмахӗпе манӑн тыткӑна лекнӗ тӑвансемшӗн кӳтсе ҫитнӗ йывӑр шухӑшсене сирсе яма тӑрӑшать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Эпӗ Галли патне ярасшӑнччӗ, анчах Риварес ман шухӑша сиссенех ҫилленсе кайрӗ, ҫавӑнпа та вара эпӗ ун патне ямарӑм.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫил-тӑвӑл пуҫланассине сиссенех Беридзе аварипе кӗрешекен бригада йӗркелерӗ, вӗсем вара тӑвӑлпа кӗрешме тухрӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кил хуҫи арӑмӗ Женя килнипе шӑртланма пӑхрӗ, анчах унӑн куҫӗсем Алексей ҫине пӑхнине сиссенех, вӑл ҫемҫелчӗ.Хозяйка было насупилась с приходом Жени, но смягчилась, заметив взгляд ее, направленный на Алексея.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Мана хӑтариччен пӗр сехет малтан ҫеҫ вӑл мӗн пулассине сиснӗ, сиссенех, кашни вак-тӗвек шута илнӗ.За какой-нибудь час до моего освобождения она узнала и взвесила все до мелочей.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ахаль чухне койотсем ҫынна тапӑнмаҫҫӗ; анчах ҫын вӑйсӑррине, вӑл хӑйне хӑй хӳтӗлеме пултарайманнине сиссенех, вӗсем чӑрсӑрланса каяҫҫӗ.
L сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑрушлӑх иртсе кайнине сиссенех, Кольхаунӑн характерӗнчи пӗтӗм тискер чарусӑрлӑхӗ каллех чӗрӗлсе кайнӑ, ҫавна тата хӑй аяла пулнипе намӑс курни вӑйлатса янӑ.
XXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кам та пулин атаманланма пикенет пулсан, ӑна ан хирӗҫлӗр, хӑйне хӑй атаман туса хутӑрах, анчах ӑна вара куҫран ҫухатма кирлӗ мар, вӑл ун пек, кун пек хӑтланнине сиссенех — ӑна ҫийӗнчех алла илмелле.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
- 1
- 2