Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиссе (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Зина, ҫакна сиссе, пирӗн пата пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Колхозри чи чаплӑ ҫӳрен лаша, ҫӗнӗ тӑлӑплӑ ҫынсен телейне сиссе пуль, шап-шурӑ юрлӑ хире янратса кӗҫене-кӗҫене юртнӑ, ҫул палли ниҫта та курӑнман пулсан та, вӑл ҫултан аташман.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Чӗре, тем инкеке сиссе, хӑвӑрт-хӑвӑрт тапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Эсир мана Самарина пирки нимӗн те каламарӑр-ҫке? — кӑштах кулса илчӗ вӑл, хӗрсем хӑйне мӗнле сӑнанине сиссе.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Сывалатӑр ӗнтӗ, — терӗ вӑл пӗррехинче, мӑнӑн начартарах кӑмӑла сиссе пуль.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Акӑ, хайхискер, мехел, патнех-патнех ҫывхарчӗ, ҫитрӗ — сиссе та юлаймарӑмӑр, чечек сиксе тухрӗ, анасларӗ те сарӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Венюк хирӗҫлесе те пӑхрӗ, анчах та хӑй те сиссе юлмарӗ, Апуҫран укҫа илни ҫинчен ҫирӗплетсе алӑ пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сиссе те юлаймарӑм, Ҫуппа пӗр билетне хап ярса тытрӗ те кулса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Укань, урам хапхине хӑй мӗнле уҫса хупнине те сиссе юлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял каччисем сиссе юличчен вӑрӑсем Ӑх шывӗ урлӑ каҫса та кайнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Роза, вӑрҫӑччен Хӗветӗре асӑрхамасӑрах пурӑннӑскер, юлашки вӑхӑтра час-часах унпа пулма тӑрӑшнине Нина хӗр туйӑмӗпе сиссе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Макар савӑнсах тапак тӗтӗмне ҫӑтма пуҫланӑччӗ, махорка шӑршине сиссе, юнашар выртакан суранлӑ салтаксем пур енчен аллисене тӑса пуҫларӗҫ:

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫӗпӗртен… — калаҫу пит ҫыхӑнсах кайманнине сиссе, йытӑ пуҫлӑ чӗлӗмне Ҫимун пӗр тӑтӑш паккама пикенчӗ, кӑшӑлӗ тарпа нӳрленнӗ карттусне чӑматанӗ ҫине хывса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӑҫта кайтӑр вӑл… — хуҫи шансах кайманнине сиссе, кӳренерех хуравларӗ Хӗлип.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ку хыпар тӗрӗсех пулсан, чӑн та, хӑрушла вара, — килӗшрӗ Касмухха, анчах юмӑҫ карчӑка шеллесе мар, тус-йышне аван мар пуласса сиссе.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм, халӑх иккӗленнине сиссе, каллех ҫуйланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑх хӑй майлӑ ҫаврӑнма пултарасса сиссе, татах хӑюлланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах, халӑх шанма пӑрахасса сиссе, хӑйне алла илме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм, халӑх иккӗленсе тӑнине сиссе, ӑна йӑлтах хӑйсем майлӑ ҫавӑрма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра никам курман намӑслӑх сиксе тухрӗ тесе каласшӑнччӗ, Ҫтаппан ытла та пӑлханнине сиссе: — Аван мар ӗҫ сиксе тухрӗ, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех