Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисрӗм (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑна эпӗ пӗрлешнӗ ҫулнех сисрӗм, хам вара ҫапах та ҫемье мӗнле те пулин майлашса каясса кӗтрӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӗсем мана сирӗн пата ярасшӑн маррине сисрӗм, ҫавӑнпа сире йывӑр чирленӗ пуль тесе шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Малтанах эпӗ вӑй пӗтсе ҫитнине, чӗре хӑвӑрт тапма пуҫланине, хама пӗрре сивӗ пек, тепре пӑчӑ пек туйӑнса кайнине сисрӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Атӑл леш енне те, киносене те кайкалаттӑмӑр, пӗрне-пӗри хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, вӑл мана юратнине те сисрӗм эпӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗрелсе кайрӑм пулас, — питҫӑмартисем пӗҫернине сисрӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Кайран сисрӗм эп ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сисрӗм, сисрӗм

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эп ҫакна сисрӗм те каҫса кайсах вӗрме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

— Часах сисрӗм: стройуправлени пуҫлӑхӗсене те, прорабсене те, мастерсене те шута хуман бригадир ку, чапа пула мӑнкӑмӑлланса кайнӑскер, терӗм.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Паҫӑрах сисрӗм йӗркеллех маррине…

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тоня пӗччен хӗрарӑм пулнине, ку ҫуртра вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ пурӑннине, урӑх никам та ҫуккине тӳрех сисрӗм эпӗ: кӑмкан ҫумӗнчи пӑтасем ҫинче — виҫӗ питшӑлли, алӑк патӗнче — виҫӗ ҫын тумтирӗ, сӗтел ҫинче икӗ черкке.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫиелтен тӗшмӗртнине халь сисрӗм.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сисрӗм ҫав.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӳрех сисрӗм эсӗ мӗн шухӑшлине!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ санӑн чӗрӳнти юратӑва тӗппипех сисрӗм, ӑнлантӑм пулас, ҫавӑнпа манӑн чӗре те лӑпкӑ мар…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Юлташӑм, ҫакӑ ахаль ыйтурах темле хӑрамалла япала курнӑ пек, ман ҫине чӑр! пӑхса илчӗ, унӑн сӑнӗ сасартӑк улшӑннине те аванах сисрӗм

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Саппун кӗсйине ҫаклатса хунӑ булавкӑна вӗҫертме ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ сисрӗм те — тӳрех аяккалла пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

…Хваттерте ҫи-пуҫ улӑштарса тӑхӑнса вунӑ сехет тӗлне редакцие ҫитсе кӗрсен унти юлташсем ман ҫине темле куларах пӑхкаланине сисрӗм, анчах вӗсем мӗншӗн ҫавӑн пек хӑтланни пирки нумаях шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ: хамӑн ӗҫ сӗтелӗ ҫинче кӑвак конверт выртнине асӑрхарӑм та ӑна вӑр-вар уҫса машинкӑпа пичетленӗ шурӑ хут татки туртса кӑлартӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӑна кӗрсен, сисрӗм: пит-куҫа пӗчӗк пӑр таткисем тирӗнсе тулнӑ, питрен юн тумлать, сӑмсаран та юн шӗркесе аннӑ, куҫ чӑтма ҫук ыратать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

— Эпӗ сисрӗм ӑна, Сима, анчах кам-ши вӑл ҫын? ытла та улшӑнтӑн эсӗ юлашки вӑхӑтра, чӗре тем ырӑ мара систерет мана, тусӑм.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех