Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисмесӗрех (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам та сисмесӗрех, Дворец умӗнчи площадьре выртакан вилесене пӑхса ҫӳреме пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

— Кӗтетӗп, — персе ятӑм, — хам та сисмесӗрех.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Кантӑк тупӑкра выртакан Ильич умне ҫитсен, хам та сисмесӗрех, ӑна шӑппӑн чӗнеттӗм, мана хирӗҫ вӑл та сасӑ парас пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ку юрра эпӗ радиопа та темиҫе хутчен илтнӗ, анчах ӑна кунта, варӑм ҫула тухнӑ чух илтсен, хам сисмесӗрех куҫсем шывланчӗҫ, тахҫанах ирттерсе янӑ урӑх вӑрӑм ҫулсем аса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Сергей Петрович! — хӑй те сисмесӗрех кӑшкӑрса ячӗ Светлана.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сцена ҫинчен Светлана, хӑй те сисмесӗрех, алӑк патнелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Тепӗр тесен, юлташсем, эсир хӑвӑр та сисмесӗрех, тахҫанах коммунизмла пурӑнма пуҫланӑ вӗт?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сисмесӗрех юлтӑм…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Эсӗ Лида мӗнле ӳснине те, вӑл мӗнле утма тытӑннине те, вӑл сана «атте» тесе чӗнме пуҫланине те сисмесӗрех юлтӑн вӗт», — тесе ӳпкелешет арӑм…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Литературӑпа искусствӑн чи лайӑх произведенисем урлӑ ҫынсем пурнӑҫа тӗрӗс пӗлекен пулаҫҫӗ, ӑна улӑштарма вӗренеҫҫӗ, малта пыракан идейӑсене ӑнланса илеҫҫӗ, пӗчӗк ача калаҫма вӗреннӗ пекех, хӑй йӗркипе, сисмесӗрех хӑйсен характерӗпе шухӑш-кӑмӑлне йӗркелесе пыраҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Сисмесӗрех юлтӑм, тепле пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Эсир ӑна сисмесӗрех юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сисмесӗрех пӗрлешсе те кайрӗҫ хӗрпе каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сисмесӗрех аллине тӑсрӗ Хумкка, ним калама сӑмах тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Калаҫнӑ чухне сисмесӗрех унӑн кӑмӑл еккине кӗрсе ӳкетӗн, сана пӗтӗмпех хӑй енне туртса илет.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хӑй сисмесӗрех вӑл арҫын пулмалли ҫирӗп ҫул ҫине тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

…Атте пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн кашни самантрах тенӗ пек, хам сисмесӗрех, пурнӑҫӑмри пулӑмсемпе малашнехи утӑма, вӑл каланӑ сӑмахсем тата унпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем витӗр, атте майлӑ хакласа куҫ умне тӑтӑшах кӑларса тӑрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

— Пулма пултараймасть! — хӑй сисмесӗрех кӑшкӑрса ячӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫамрӑксем, хӑйсем сисмесӗрех, ар ҫыхӑнӑвне кӗчӗҫ, каласа пама ҫук ырлӑх-симлӗх туйӑмӗнче пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Сисмесӗрех иртет вӑхӑт — эрнесемпе уйӑхсем пӗрне-пӗри таптаса васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех