Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисмест (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах сисмест вӑл сиенлӗ ӗҫ тунине.

Куҫарса пулӑш

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

Таврара мӗн пулса иртнине те сисмест.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӑй ытла кулӑшла сӑмахланине сисмест вӑл, мӗншӗн тесен Мускав майрисем вӑл каланине пӗр сӑмахсӑр итлеҫҫӗ, пӗри те кулмасть.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн шухӑшласан та, йыснӑшӗ арҫынла ӑмсанса сӑнанине сисмест пулас.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑй вара ҫав вӑхӑтра, хӑй те сисмест пулӗ ҫав, «Чӑт-чӑт, тӑван, чӑт, тӑван, пире чӑтма тунӑ вӗт» юрра юрласа ярать.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫакна Нинук та сисмест мар.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эс тухса кайнине никам та сисмест, ҫынсем пер-пӗрин ҫумне тачӑрах тӑраҫҫӗ те пӗтӗмпех малтанхи пек пулать тесе шутлани вӑл — иллюзи, эгоист хӑйне хӑй лӑплантарни кӑна.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах та вӑл ним чӗнмесӗрех Осокин тӑсса панӑ аллине чӑмӑртать те, «смирно» тӑнине хӑй те сисмест.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Выртнӑ май, хӑй те сисмест, вӗсем еннелле тинкере пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса улшӑннине Мустан Павӑлӗ сисмест мар, сисет.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗҫсен, унӑн ыйхи питӗ йывӑр, хӑлхи тӗлӗнче пӑшал персен те сисмест

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Хӑй те сисмест вӑл, епле унӑн кӑкӑрӗнче тунсӑхласа ҫитнӗ чӗри хытӑрах, канӑҫсӑртарах тапать, хӑй те курмасть — епле хӑвӑртрах яра-яра пусаҫҫӗ урисем.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Кирук ӑна сисмест мар, сисет, анчах ун шухӑшӗ паян ирхи тӗлӗк ҫине кайнӑ, ҫав тӗлӗкпех аташса пырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Никам та сисмест, никам та асӑрхаттаракан ҫук.

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Тата ҫакна та сисмест мар Северьян: ялан тунсӑхлани тата ҫамрӑклӑх ҫинчен шутлани ӑна урӑх ҫӗре, ӗлӗкрех пулса курнӑ вырӑнсене хӑвалать.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сисмест мар, сисет таркӑн тимӗрҫӗ: ҫамрӑклӑх уйрӑлу юрри юрласа яланлӑхах тухса кайрӗ уншӑн.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сисмест мар, сисет Сафа-Гирей, иртнӗ ҫич-сакӑр ҫул хушшинче тӑвансем пӗр-пӗринчен чылай сивӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Никам та сисмест Михала вӑйӑран кайнине.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Шел, Янтул сисмест ӑна.

А Яндул этого и не подозревает.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиван хӑйне хӑваланине сисмест пулас-ха, пӗр тикӗс те хыпаланмасар утать.

Ухтиван не подозревает о погоне, идет спокойно.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех