Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисмерӗҫ (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Стена ҫумӗнчи вӑрӑм сак ҫинче кӗнчеле арласа ларакансем те, урай варринче, каска пукан ҫинче, ҫӑпата тӑваканнисем те, пӳрт тулли вӗт-шакӑр ачи-пӑчи те — пурте юрӑри тарӑн шухӑша путнӑ та пӳрте ҫын кӗрсе тӑнине тӳрех сисмерӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсем хӑйсем те сисмерӗҫ, тарӑн ыйха путрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Усӗр крючниксем, куракансем йӗплесе калаҫнине сисмерӗҫ пулин те, хӑнӑхман ҫӗре килсе лекнипе тӑна кӗчӗҫ, хӑйсене хӑйсем тирпейлӗрех тыткалама хӑтланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрсем автобус ҫинче калаҫса-юптарса пынипе унта ҫитнине те сисмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ку хутӗнче те ҫурҫӗр иртсе кайнине сисмерӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Сисмерӗҫ те хӗреслӗ прачака ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине шӑтарасла пӑхнӑҫем ҫывӑхланса чуптума пуҫланине хӑйсем те сисмерӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫтаппан ҫав калаҫу вӑхӑтӗнче пит пӑхкаларӗ вӗсем ҫине, тем шутларӗ ҫавра куҫӗсене хӗскелесе, ӑна ҫамрӑксем сисмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫапла шухӑшласа, пӗр-пӗринпе шӑкӑлтатса пынӑ май, сисмерӗҫ те вӗсем, ҫӑва патне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем ферма картишне ҫитсе кӗнине те сисмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Малтанах вӗсем ҫул пӑрлак пулнине те, ҫурҫӗр енчен ҫил чӑрсӑррӑн кастарса вӗрнине те сисмерӗҫ, каялла мар, пӗрмаях малалла пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Хуралтисем урам енчеччӗ пулас, нимӗн те сисмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗтсем хӑйсем те сисмерӗҫ, пловран пӗр рис пӗрчине те хӑвармарӗҫ, тӗпӗ-йӗрӗпе ҫисе ячӗҫ.

Юноши, сами того не замечая, ели плов с таким аппетитом, что не оставили в блюде ни одного зернышка риса.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Калаҫу хӗрсе кайнипе Ревлен Петрович хӑш вӑхӑтра пырса тӑнине те сисмерӗҫ рабочисем.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Иккӗшӗ те механика ыйтӑвӗсем пирки интересленсех калаҫнӑ пирки, вӗсем шкул килхушшине тухнине те сисмерӗҫ.

Занятые вопросами механики, одинаково увлекавшими их обоих, они очутились на школьном дворе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсем, пирӗн еннелле ҫурӑмпа лараканскерсем, эпир пырса тӑнине сисмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ун хыҫҫӑн юман ҫулҫисем, пушар чухнехи пек, хуп-хура хуралса тӑкӑнчӗҫ, ытти йывӑҫсем ҫакна сисмерӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫтаппанпа Татьяна хӑйсене ҫамрӑк хӗр ырӑ сунса май туса панине сисмерӗҫ, яланхи пекех пуринчен малтан апатланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла калаҫса пырса, вӗсем вӑхӑт иртнине те сисмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла калаҫса пынӑ май вӗсем сисмерӗҫ те, Шурти каса пӑрӑнмалли ҫӗре ҫитрӗҫ те тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех