Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисмерӗ (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй те сисмерӗ пулас, ура ҫине тӑрса сиккелесе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хапхана хуллен уҫса кӗнине хӑй те сисмерӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юман тураттине урса кайса кӑшланӑ вӑхӑтра хӑйне тата мӗнле хӑрушлӑх кӗтнине сисмерӗ те кашкӑр — Откана таҫтан вӑй килсе кӗчӗ, вӑл, ҫамрӑк каччӑ пек, вӑрт-варт кӑна кашкӑра ҫӑварлӑхласа та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка правленирен мӗнле тухса кайнине хӑй те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн ҫемҫе пӳрнисем Хӗветӗрӗн хура ҫӳҫне ачашларӗҫ те, хӑй те сисмерӗ Роза, куҫне хупса, Хӗветӗре хыттӑн чуптуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗр шухӑша кайса ларнипе Роза чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа кӗнине сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка яла мӗнле ҫитсе ӳкнине сисмерӗ — питӗ хӑвӑрт утрӗ кӳршӗ ялти йӑмӑкӗ патне те кӗрсе тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫа мӗнле пырса кӗнине Иван хӑй те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аҫунтан хӑрамасан, атя, — мӗн каланине хӑй те сисмерӗ Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑркка калаҫа-калаҫа хӑй те сисмерӗ пулас, сӗтел хушшинченех шӑвӑнса тухрӗ, тӗкӗр умне тӑрса, ҫаврӑнкалама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫенӗкре витре сасси илтӗнсен, хӑй те сисмерӗ пулас, йывӑррӑн пулин те, ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микула вӑхӑт мӗнле иртнине, кил хуҫи хӗрарӑмӗ темӗнле икӗ арҫынна уҫса кӗртнине, вӗсем салтак аттисемпе йывӑррӑн шаклаттарса пӳлӗм алӑкӗ умӗнчен иртсе кайнине те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан кунта пуҫламӑш хут кӗнипе пӳлӗм ӑшчикӗнче нимӗнле улшӑну пулнине те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аллинчен патак тухса ӳкнине те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ашшӗн кӑмӑлне каллех сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук куна сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук Лукарье тӑрӑхласа кулнине сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сисмерӗ те, ун умне сарӑ ҫӳҫлӗ икӗ пирӗшти пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

— Хӑвӑрах ӑнланатӑр вӗт-ха: ӗҫ-и вӑл, Гаврил Романович?! — аса илчӗ Ирина ун ячӗпе ашшӗ ятне, хытах хумханнипе ҫакна хӑй те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Телейлӗ арӑм хӑй те сисмерӗ, йывӑрланса кайнӑ пуҫӗ айккинелле сулӑнчӗ, ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех