Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисетӗп (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман танлаштарусем, хам та сисетӗп, вырӑнлах мар, анчах малтанлӑха…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сисетӗп.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Сисетӗп ӑшу вӑрканине, — ханша сыпа-сыпа калаҫрӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ сисетӗп, ку пуҫламӑш кӑна.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпӗ сисетӗп, час тем пулать пек.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпӗ сисетӗп: темскер, сӑмахпа калама ҫукки, чунпа ҫеҫ туйма пурри пулса иртет пирӗнпе.

Все было как-то странно.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Сисетӗп: ҫапла пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпӗ хам айӑпа сисетӗп.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Йӑлт куратӑп, веҫ сисетӗп!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— Каҫар та, эсӗ хӑвна хӑш творчество ҫынни тесе шутлатӑн? — ыйтатӑп, вӑл мӗн каласса сисетӗп пулин те.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хаваслӑ сӑн-питсемпе хусканусене курса, пӗр-пӗрне пӳле-пӳле, ирӗклӗнрех калаҫнисене илтсе, эпӗ ыттисене те ҫавӑн пек кӑмӑл-туйӑм ҫӗклесе янине сисетӗп.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Килӗштеретӗр эсир пӗр-пӗрне, сисетӗп эпӗ…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сисетӗп эпӗ: Турунов хӑйӗн чапне тӗрӗс мар меслетсемпе ӳстерсе пыни килӗшмест Серебрякова.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Илтетӗп, илтетӗп, — терӗ хӑй, каллех ӳсӗркелесе, — илтетӗп те, сисетӗп те — сӑмавар шавлать, чей шӑрши килет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чи илемли вара маншӑн урӑххи: пӗлетӗн-и, Евгений, унӑн таса питҫӑмартийӗсенче тӗттӗмре те ҫаплах хӗрлӗ тӗс вылять, — эпӗ ӑна тӗттӗмре те сисетӗп!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Сисетӗп шухӑшна, Анук, — пӑшӑлтатрӗ Тарас хӑй патне ҫитсе пӳрте кӗнӗ май, — анчах хальлӗхе ним тума та пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Каччи ку ытлах калаҫмасть, хитре сӑмахсем те шырамасть, нимӗн те шантармасть, юрататӑп тесе те каламасть, ҫапах та сисетӗп — вӑл мана чӑнах юратать.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Куҫа уҫман-ха, сисетӗп вӑрттӑн хӗвел ҫути.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурпӗрех хамӑн кӗске, папкаланмах ӗлкӗреймен ӑс-пуҫпа ӑнкаратӑп, чун-чӗрепе сисетӗп: акӑ вӑл хама «кӑтартмалли, ялтлатса-чанклатса илмелли» самант.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Сисетӗп: манран ҫимелли кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех