Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисеймерӗм (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи виҫӗ талӑк хушшинче эпӗ вӑл хӑҫан ҫывӑрнине те сисеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Алӑк еннелле ҫурӑмпа тӑрса сӗтел умӗнче утюгпа тӗрмӗшекенскер пӳлӗме ҫын кӗнине те сисеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сисеймерӗм те, вӑл мана хулран пӑчӑртаса тытрӗ те магазинран талкӑштарса кӑларса та ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Сисеймерӗм пулас ыйӑха путнине…

Куҫарса пулӑш

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

— …Разведчикпа пӗрле вӗҫсе кайсан, юлташ командир, эпӗ хӗрсе кайнипе калама ҫук пысӑк йӑнӑш турӑм: хам персе антарнӑ тӑшман самолечӗсен хисепне ӳстересшӗн хӑтланса хам та чутах ҫухалмарӑм — самолета мӗнле персе ӑнтарнине те сисеймерӗм.

— …Когда мы полетели с разведчиком, товарищ командир, я погорячился и допустил непростительную ошибку: увлёкся, хотел увеличить счёт сбитых самолётов и поплатился — не заметил, как сбили меня.

21. Никитин таврӑнчӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хам та сисеймерӗм, Валя кухньӑран кӗрсен, ун ҫине эпӗ пуҫласа курнӑ пек, ҫав хушӑрах хӑй пирки нумайрах пӗлме ӗлкӗрнӗ евӗр туйӑмпа пӑхса илтӗм.

Когда Валя вернулась с кухни, я даже другими глазами взглянул на нее, словно из писем узнал о ней больше, чем так.

3 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Эпӗ ҫак йӑнӑшӑма сисеймерӗм, пӗрмаях кӗтрӗм, шантӑм… акӑ ӗнтӗ халӗ!.. — аран-аран, ассӑн сывласа каласа пӗтерчӗ вӑл.

Я не предвидела этой ошибки, а все ждала, надеялась… и вот!.. — с трудом, со вздохом досказала она.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех