Шырав
Шырав ĕçĕ:
сирекенсене (тĕпĕ: сир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫут тӗнчере пӗр-пӗччен пекех ӗнтӗ; вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн пусса, нянинчен тарать, кам ӑҫта ҫывӑрнине пурне те пӑхса тухать; чарӑнса тӑрса, кам вӑраннине, ҫӗре сурнине е ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатнине тинкерсе пӑхать; унтан, сывлама хӑраса, галерея ҫине хӑпарса каять, чӗриклетсе тӑракан хӑмасем тӑрӑх чупса ҫаврӑнать, кӑвакарчӑн йӑвине улӑхса анать, сад пахчине кӗрет, нӑрӑ сӗрленине итлет, таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнине сӑнать, курӑк ӑшӗнче темӗн чӑрклатнине итлет, ҫак шӑплӑха сирекенсене шыраса тупать; шӑрчӑк тытать, унӑн ҫуначӗсене татса пӑрахать те малалла мӗн пулнине пӑхать, е ӑна улӑм пӗрчипе витӗрех тирсе, вӑл ҫак ытлашши япалапа мӗнле вӗҫсе кайнине сӑнать; эрешмен шӑна тытса ун юнне ӗмнине киленсе кайсах, сывлӑш ҫавӑрмасӑр пӑхса тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницăсем:
- 1