Шырав
Шырав ĕçĕ:
Умра хӗвеланӑҫ ҫутти — шупка-хӗрлӗн, симӗсӗн выляса сарӑлать, вӑл ҫил лӑпланасса пӗлтерет…Широко разливался свет зари — оранжевый, зеленоватый, предвещающий безветрие…
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Мана, хам ҫак рея ҫинчен симӗсӗн курӑнакан лӑпкӑ шыва, боцман вилли выртакан тӗле, татӑлса анас шухӑш хӑратрӗ.
XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Каллех ҫавӑн пекех уй, вырӑнӗ-вырӑнӗпе сухаланӑ та хура, вырӑнӗ-вырӑнӗпе симӗсӗн курӑнать, йӗпе чавкасемпе ҫӑхансем пур, пӗр евӗр ҫӑвакан ҫумӑр, витӗр курӑнман йӗпе куҫҫуллӗ пӗлӗт…
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Сывлӑшалла ҫӗкленнӗ юр пӗлӗчӗ, асамат кӗперӗ пек симӗсӗн те кӑвакӑн, хӗрлӗн курӑнса, ӑмӑртакансене хупласа хучӗ.Облако снежной пыли, играя всеми цветами радуги, окутывает несущуюся лавину упряжек.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Куҫ умӗнче сарӑлса ларакан вӗтлӗх, улма аврисемпе кӑвакаракан хир, ӳт тӗслӗ пӗлӗт, — пурте ҫуттӑн, симӗсӗн йӑлтӑртатса чӳхенсе илчӗҫ те сасартӑк сӳнчӗҫ.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Мӑкланнӑ кункӑра, уйӑх ҫути тӗлне пулсан, шупка симӗсӗн курӑнать.Замшелая деревянная посудина в свете луны кажется изумрудно-зеленой…
XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Эпир выльӑх кӗтсе ҫӳрекен начар ҫӗрсем тӑрӑх пытӑмӑр, ку ҫӗрсем симӗсӗн мар, саррӑн курӑнса тӑраҫҫӗ.Мы ехали среди безлюдных тощих пастбищ с чахлой, скорее желтой, нежели зеленой травой.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хӗрлӗн, симӗсӗн те кӑваккӑн йӑлкӑшан хаклӑ йышши чулсем евӗр тӑкӑнаҫҫӗ яшт тӳрӗ хӗвелҫаврӑнӑшӗсен сулхӑнӗнче тӗлӗрен ула-чӑла пахчасем ҫине ҫутӑлакан хурт-кӑпшанкӑсем.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл пуҫне ҫӗклемесӗр ҫирӗм тӑваттӑ ҫитиччен шутларӗ те, «ҫирӗм пиллӗк — шырама тӳр килӗ» тесе кӑшкӑрса, ҫӗр ҫинче ӳпне выртаканскер, сиксе тӑчӗ те, тӳрех пысӑк чул хыҫӗнче симӗсӗн курӑнакан Ваня Гриценкон йӗмне асӑрхарӗ; лешӗ, пуҫне тирпейлӗ пытарнӑскер, хӑйӗн кӗлеткин ытти паллӑрах вырӑнӗсем ҫинчен пачах маннӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсенчен ӳкекен хура мӗлкӗсем симӗсӗн курӑнакан илемлӗ хумсене тӗксӗмлетсе тӑраҫҫӗ, ҫакӑнпа вӗсем пӗртен-пӗр хусканӑва, шыв чарӑнмасӑр шӑпӑлтатнипе кӑпӑксем ассӑн сывланине тата ту хыҫӗнчен тухма ӗлкӗреймен уйӑхӑн кӑвак кӗмӗл йӑлтӑрккипе пӗрле пӗтӗм йӗри-таврара тӑракан вӑрттӑн шӑплӑха пӑсакан пур сас-чӗве те хупласа хурасшӑн пек туйӑнаҫҫӗ.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Ҫутса янӑ сигнал хунарӗсен мӑкӑрӑлса тӑракан кантӑкӗсем, вӗсене кӑнтӑрла мӗн тӗслине те пӗлсе калама ҫук, халӗ симӗсӗн те хӗрлӗн ҫунаҫҫӗ.
IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1