Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӳречерен хыттӑн сикнӗрен сывлама та чарӑнчӗ, ҫавӑнпа та пӳрт стени ҫумӗнче вӑйсӑр, лайӑх мар чӗрепе тӑрать, ҫав вӑхӑтрах стенаран ал тупанӗсемпе тата ҫамкипе сӗвенчӗ; унтан тротуар ҫине тухрӗ; ун ҫине йышлах мар иртен-ҫӳрен кӑсӑкланарах пӑхкалать, анчах мӗн пулса иртни пирки никам та ыйтмасть, ҫавӑнпа вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Акӑ пач кӗтмен темӗскер пулса иртет — картах сикнӗрен манӑн куҫҫуль тухрӗ; Ганувер Этель Мейера питӗнчен шӑтарасла тӗмсӗлчӗ, унӑн аллине тытрӗ те тути патнелле хуллен ҫӗклет.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Лорх картах сикнӗрен матрац пружини вӑрӑммӑн янӑрарӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Ун сарлака куҫхаршийӗсем хускалнӑран, тути сикнӗрен Ирина ӑсӗпе мар, чӗрипе сиссе илчӗ: Сергей ӑна ирхи сывлӑм ҫинчен каласшӑн пулман, ҫавӑнпа вӑл чарӑнсах, ниме пӗлтермен сӑмахсем каланӑ чухнехи пек мар, темле урӑхла пӑхрӗ.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
66. Пурӑнӑҫу ҫӳҫӳ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑрӗ, кунӗн-ҫӗрӗн чӗтресе ҫӳрӗн, хӑвӑн пурӑнӑҫна ху шанми пулӑн; 67. чӗрӳ тухса ӳкесле сикнӗрен, ҫапла чӗтресе пурӑннӑран, хӑвӑн куҫупа ху мӗн курса тӑнӑран ирхине эсӗ: «ах, каҫ пулинччӗ!» тейӗн, каҫхине вара: «ах, хӑвӑртрах тул ҫутӑлинччӗ!» тейӗн; 68. вара Ҫӳлхуҫа сана, карапсем ҫине лартса, эпӗ хӑвна: «эсӗ ӑна урӑх кураймӑн» тенӗ ҫулпа каялла Египет ҫӗршывне тавӑрӗ; унта сире арҫын чурасем, хӗрарӑм чурасем тума хӑвӑр тӑшманӑрсене сутасшӑн пулӗҫ, анчах туянаканӗ тупӑнмӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1