Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиккелерӗ (тĕпĕ: сиккеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тамара пӗчӗк ача пек сиккелерӗ, урай варринче ташласа ҫаврӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Болӗн хӑрах куҫӗ сиккелерӗ, вӑл сӗтел айккинче ларакан ҫар ҫынни ҫине пусӑрӑнчӑклӑн пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Кам ҫывӑрать-ха кунта?» — тенӗн арҫын ача пит-куҫне хыпашлама пуҫларӗ, тутлӑ ҫывӑракан Сатурӑн кӑтра ҫӳҫӗ ҫинче сиккелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Унӑн малалла тӑсӑлса тӑракан тути сиккелерӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Завода каймастӑп, терӗн-и эсӗ? — хуҫланман ури ҫинче йӑкӑлт-йӑкӑлт сиккелерӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хамах ӳкертӗм! — Думитру умӗнче сиккелерӗ Оля.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӑйӑхӗ сиккелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик ҫӗрпӳрте кӗнисене асӑрхаман пекех пулчӗ, вырӑнӗнчен те сикмерӗ, унӑн тути кӑна такампа калаҫнӑ чухнехи пек сиккелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑтам пӳллӗ, хулӑм туталлӑскер, вӑл автан пек сиккелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылайранпа хырӑнман шӑртлӑ янахӗ тӑтӑшах сиккелерӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ман ҫумранах иртсе, вӑл хӑрах ура ҫинче тӑлтти-талтти сиккелерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Чӗрӗ, чӗрӗ! — кӑшкӑрса сиккелерӗ Ваҫук.

— Живая! Живая! — вдруг запрыгал вокруг лошади Вазюк с восторженным криком.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй пур пӗр вилесле савӑнчӗ, ниҫта кайса кӗрейми тапӑртатрӗ, сиккелерӗ, кӑшкӑрчӗ.

Но он все равно обрадовался и закричал как ребенок!

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тутар куҫне чакӑртса хӗҫне икӗ аллипех тытса Аспара чикес тесе сиккелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унӑн куҫӗсенче тӗлӗнӳпе савӑнӑҫ ҫиҫеҫҫӗ; малтан, аллине кӑкӑрӗ ҫумне тытса, вӑл хускалма хӑяймасӑр тӑчӗ, унтан Эли аллинчен асамлӑ япалана хӑвӑрт туртса илчӗ, ӑна пӗр аллипе, унтан тепринпе чӑмӑрта-чӑмӑрта, — вӑл вӗри тимӗр тейӗн, — ҫӳлелле ҫӑмӑллӑн сиккелерӗ.

Изумление и восторг блеснули в ее глазах; сначала, приставив руки к груди, она стояла, не смея пошевелиться, потом быстро выхватила из рук Эли волшебную штуку и, хватая ее то одной, то другой рукой, как будто это было горячее железо, подскочила вверх легким прыжком.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Лешӗ вара пӗр турат ҫинчен тепӗр турат ҫине йӑлтти-ялтти сиккелерӗ те, хӑйне сӑнакансем пуррине сисрӗ-ши, мӗнле курӑннӑ ҫавӑн пекех тарса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Мӗскер? — сиккелерӗ улпут.

Что? — встрепенулся барин.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.

Вӑл чикеленсе ҫеҫ сиккелерӗ.

А только по воде кувыркался и прыгал.

Мишкӑна шыва кӗртни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Чӑнахах та хырӑмӗ ыратнӑ унӑн, — тесе пӳлнӗ юлташне Бим, — мӗншӗн тесен вӑл, хӑйне хӑй чӑрмала-чӑрмала, пӑр ҫинче йытӑ ҫури пек сиккелерӗ; ыратнипе йынӑша-йынӑша ҫухӑрчӗ.

— Да, в его внутренностях была нестерпимая боль, — прервал Бим, — он царапал себя и прыгал по льду, как игривый щенок; по тому, как он рычал и метался, было ясно, что это не игра.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Унӑн сӑн-пичӗ малтанхи пекех, тулаш енчен пӑхма лӑпкӑ пулса тӑчӗ — вӑл улитка пекех хӑйӗн личинки ӑшне кӗрсе кайма ҫав тери пултарать-мӗн, — пӗр куҫхаршийӗ кӑна кӑшт ҫеҫ сиккелерӗ.

Лицо его приняло прежнее, внешне спокойное выражение, — он удивительно умел влезать в личину, как улитка, — и только чуть-чуть вздрагивала бровь.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех