Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлелле пӑхса ахлатса выртнӑ май Пурис йӑвӑ, вӑркӑля, ватӑ ӑвӑссен турачӗсен хушшинче, вӗсене лӑшлаттара-лӑшлаттара, тем чӑмакки хӑвӑрт-хӑвӑрт хускалкаланине, чакӑлт-чакӑлт сиккеленине асӑрхарӗ, хыҫҫӑнах ҫакскер турат ҫинчен турат ҫине чалт-чалт! сиксе — пӑртлатса ҫӳрени те курӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑна килӗнче лайӑх, ачасен пӑлханӑвне-тӗркӗшӗвне вӑл чӗпченсемпе шӑкӑлчисем сиккеленине тӗсекен кайӑк-кӗшӗкҫӗ евӗр сӑнать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпӗ тавлашусене юратмастӑп, вӗсене итлеме пӗлместӗп, мана ҫынсен тарӑхса кайнӑ ӑсӗсем пӗр енчен тепӗр еннелле сиккеленине сӑнаса пыма йывӑр, тата мана тавлашакансем пӗр хӑйсене кӑна юратни курӑнсах тӑни тарӑхтарать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫӳлелле пӑхать те упӑтесем, ун миххинчи ҫӗлӗксене тӑхӑнса, пӗр йывӑҫ ҫинчен теприн ҫине сиккеленине курать.Поглядел вверх, видит — обезьяны в его шапках прыгают с дерева на дерево.
Сутӑҫӑпа упӑтесем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Яков Захаровӑн икке пайланнӑ пӗчӗк сухалӗ епле кӑлт-калт сиккеленине, пуҫ ҫаврашки тӑрӑх тата, куҫ хӳрисенчен пуҫласа тӑнлавсем патнелле, пӗчӗк ҫӗленсем евӗрлӗ ҫинҫешке пӗркеленчӗксем епле йӗрленсе тӑнине курнӑ май, Бурмистров Тиуновра темскерле интереслӗ, ӑс-тӑна хӑрушла пӑлхатса хумхатакан вӑй пуррине туять.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Егор Михайлович вара ним шарламасӑр тӑчӗ те питне ҫуллантарса улпут майрин тутисем сиккеленине, унӑн калпакӗ ҫийӗнчи эрешӗ стена ҫинчи ӗмӗлкепе пӗрле хумханнине пӑхма тытӑнчӗ.
I // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Халӗ те, кустӑрмасем чулсем ҫинче сиккеленине тата темӗнле тимӗр япала ӑна пуҫран ҫапкаласа пынине пӑхмасӑр, вӑл тӗлӗк курсах ҫывӑрать.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Петр вӗсем кӑштӑртатса сиккеленине курнӑ та, ӑнран кайсах: — Чӳречене карӑр! Курмастӑр-им? — тесе кӑшкӑрса янӑ.Пётр увидел их прыжки, услыхал шорох и, обезумев, крикнул: — Окно занавесьте! Не видите?
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тепӗр майӗ — хӳме ҫине улӑхса ларса, лаша чупнине, сиккеленине, тапнине пӑхса ларса, кайран килте ку лашапа ҫӳреме мӗнле майпа майлаштарасси ҫинчен шутласа илмелле.
7. Сывлӑшра вӗҫес ӗҫри пионерсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Тёма, ача-пӑча пӳлӗмӗнче кантӑк янахӗ ҫине шыв юхӑмӗсем епле юхса аннине, килхушши епле шыв кӳленчӗкӗсемпе тулнине, шӑмпӑлкка тумламсемпе хӑмпӑсем пӑтранчӑк, таса мар шыв кӳлленчӗкӗсем ҫинче ташланӑ пек сиккеленине салхуллӑн сӑнаса пӑхса ларать.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Нумайӑш кулӑшла япаласене ӑнлансах каймастчӗ пулас вӑл, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук: халап калаканӑн куҫӗсем йӑл кулӑпа ҫиҫсе илнине те, куҫ хӗррисем пӗркеленнине те, вӑрӑм мӑйӑхӗсем сиккеленине те курма пултарайман вӑл.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Пӑхӑр ха ӗнтӗ хӑвӑрах: ҫак стенасем епле кисренеҫҫӗ, гранит чулсем епле уйӑрӑлаҫҫӗ, ҫӑк шӑрӑха, вӗресе тӑракан шыва, ҫак ҫӑралсах пыракан пӑссене, магнит йӗппи сиккеленине, ҫӗр чӗтренин пур паллисене те тимлӗрех асӑрхаса пӑхӑр-ха, — терӗм.
XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл хӑй алтупанӗ ҫинче арӑмӗн пичӗ выртнине туйрӗ те Валентина сиккеленине хӑйне евӗрлӗ ӑнланчӗ.Он чувствовал ее щеку у своей ладони и по-своему понял ее движение.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эдвард лейтенантӑн калаҫнӑ чухне сӑмси айӗнчи пӗчӗк мӑйӑхӗсем кулӑшла сиккеленине сӑнать..Эдвард следил, как смешно подпрыгивал пучок усов под носом у лейтенанта, когда тот говорил.
Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Эсӗ айванланнине, качака таки пек сиккеленине курнӑ ҫӗртех шарламасӑр тӑнӑ пулсан, эпӗ санӑн лайӑх юлташу пулӑттӑм пулӗ!— Хорош был бы я товарищ тебе, если бы молчал, видя твои глупые, козлиные прыжки!
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Григорий Петро ҫине хӑяккан пӑхса илчӗ те унӑн хӑмӑр куҫӗсенче тахҫан ӗлӗкхи пек аш кӑмӑллӑ та тӑрӑхлакан, ҫав вӑхӑтрах тата евӗклӗ те йӑваш кулӑ йӑлкӑшнине, тулӑ улӑмӗ тӗслӗ палланӑ мӑйӑхӗ вӗттӗн сиккеленине курчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫапла шутларӗ те Гришка, Степан епле сиккеленине горница чӳречи витӗр курсан.Так и подумал Гришка, увидев из окна горницы, как подпрыгивает Степан.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Горницӑра та ытларах тӗттӗмленет, чӳрече ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан казак мундирӗ ҫийӗнчи урядник хӑювӗсем шупкалаҫҫӗ; куҫпа пӑхса витерме ҫук тӗссӗр тӗттӗм витӗр Григорий Аксинйӑн хулпуҫҫийӗсем вӗттӗн-вӗттӗн чӗтренипе аллапписемпе хӗстернӗ пуҫӗ минтер ҫинче епле сиккеленине те кураймасть.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫын тискер кайӑк хӑй ҫине халь-халь сиксе ларса тӑрмаласа тӑкасса кӗтет, анчах лешӗ ҫын урлӑ та пирлӗ сиккеленине лӑпкӑн та киленсе пӑхать.Животное спокойно любуется прыжками человека, а он напряженно ожидает рокового прыжка зверя.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
- 1