Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиккелеме (тĕпĕ: сиккеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ура!» — кӑшкӑрса ячӗ Вӗҫелис, савӑннипе хӑй сисмесӗр хӑрах ури ҫинче ҫерҫилле сиккелеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Халӗ унта темӗнле качакасем сиккелеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Мулкач чупса тухрӗ те тытӑнчӗ сиккелеме, йӗрне пӑтратма.

Выскочил заяц и давай прыгать и путать свой след.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унтан, кӑшт тӑна кӗрсен, читлӗхе лекнӗ кайӑк пек, унталла та кунталла сиккелеме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Куҫӗ те телейпе, те эрех сыпнӑран ҫупса выляса тӑрать, хӑй те кӗҫ-вӗҫ ачалла сиккелеме пуҫлас пек ларать: хулпуҫҫине вӑрт-варт хускаткалать, аллине сулать, ҫавӑрӑнкалать…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Шӗвӗр мӑйӑхӗ сиккелеме пуҫларӗ пулин те, Сардимиров хӑйне лӑпкӑн тыткалама тӑрӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав кунхине пӗрремӗш аслати сассине илтсессӗнех ҫак ташӑ вӑрттӑнлӑхне пӗлес текен ҫыннӑн сиккелеме пуҫламалла, «чир-чир кайтӑр! чир-чир кайтӑр!» тесе кӑшкӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашкинчен «хӗрлӗ автан», арӑсланса, сарай аркине, унтан ун тӑрринех «сиксе хӑпарать», унта вара «ҫунат ҫапа-ҫапа», асар-писер ахӑрса сиккелеме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Кӑҫал эпир те вӗсем пек ӗҫлеме тытӑнатпӑр, — терӗ те вӑл, унӑн ҫӳхе тута хӗррисем такамран тӑрӑхласа, йӗрӗнсе кулнӑ пек, сиккелеме пуҫларӗҫ, кӑвак куҫӗсенче чее кулӑ палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чикан ҫапах та тахҫантанпа ҫухалса пурӑннӑ хуҫине тӳрех палласа илчӗ, ун патне чупса пычӗ те, хӳрине выляткаласа, нӑйкӑша-нӑйкӑша, ун тӑрӑх сиккелеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуп сӑнӗпе кӑвакарса кайрӗ, куҫ харшисем вӗттӗн сиккелеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑвӑр ҫемленкке стенисем ҫинче мелкесем сиккелеме тытӑнаҫҫӗ.

На стенах тесной землянки снова пляшут уродливые тени.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара кӑмака умӗнче палкама та сиккелеме, аллисемпе кӑтарткалама тытӑнать.

И ну рассказывать жене какую-нибудь небылицу.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗҫех лупас стенисем ҫинче икӗ ҫын мӗлки сиккелеме тытӑнчӗ, сывлӑша ӑшалӑнӑ шӑрттан шӑрши ҫапрӗ…

Вскоре на стенах сарая живо задвигались две расплывчатые тени, а в воздухе аппетитно запахло жареным шырганом.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хӑйӗн шухӑшне ачисене каларӗ те, лешсем, хӗпӗртенипе, амӑшӗ тавра сиккелеме тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урасмет ку хаяр сӑмахсене илтсе йӑлтах тилӗрсе кайрӗ, йӗнерӗ ҫинче йӑлт та йӑлт! сиккелеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мангулсен лашисем куҫӗсене чакӑртса, хӑраса пӗр вырӑнта сиккелеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Юратать! — сиккелеме хӑтланнӑ Павлуш, анчах вӑйсӑрланнӑскер урайне тӗшӗрӗлсе аннӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Татӑклӑнах — сирӗн хӑратаканни нимӗн те ҫук (ӑшӗнче вара урӑхла шухӑшлать), анчах та сире татах тӗпчемелле малашне те сиккелеме юратӑр тесе татӑклӑн пӗтӗмлетес тӗллевпе, ҫавӑнпа ыран мар тепӗр кун — урӑхла шухӑшламашкӑн хистекен улшӑнусем пулмасан — консилиум пухатӑп.

Решительно ничего серьезного у вас нет (про себя думал он другое), но, чтобы окончательно решить, как вам снова начать прыгать, я должен буду послезавтра — если не произойдет каких-либо руководящих изменений — созвать консилиум.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Шултра пулӑ ҫапла, вӑлта хулккипе ҫыран хӗррине тухса ӳкнӗскер, ытлах хирӗҫлемест, хӑй хальлӗхе пӗлеймен вӑйӑма сӳрӗккӗн пӑхӑнать, анчах кӗҫех аптӑравне сирсе ярса сиккелеме те хуҫкаланма тытӑнать; негр та ҫавнашкалах: тӑна кӗчӗ те туртӑнса хӑтӑлма хӑтланать.

Так крупная рыба, выведенная крючком рыболова к поверхности, мало оказывает сопротивления, пассивно повинуясь неведомому усилию, но так же, как эта рыба, спохватившись, начинает прыгать и кувыркаться, негр, опомнившись, попытался вырваться.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех