Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сечӗ (тĕпĕ: сет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пишпӳлек районӗнчи библиотека сечӗ активлӑ аталанать.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 27-мӗшӗнче — Пӗтӗм Раҫҫейри библиотекӑсен кунӗ // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... un-3275731

Шупашкарта хӑш-пӗр лавкка сечӗ умне хӑйне евӗр реклама вырнаҫтарнӑ.

В Чебоксарах в одном из сетевых магазинов была размещена своеобразная реклама.

Лавкка паллӑ плакатри сӑмахсемпе усӑ курнӑшӑн явап тытма пултарӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32865.html

Чукун ҫул сечӗ республикӑн Чӑваш Ене Раҫҫейӗн мӗн пур регионӗпе ҫыхӑнтаракан транспорт инфратытӑмӗн тӗп пайӗсенчен пӗри пулса тӑрать.

Железнодорожная сеть является одной из главных составляющих республиканской транспортной инфраструктуры, связывающей республику со всеми регионами России.

Олег Николаев Чукун ҫул ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2017) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/07/ole ... nodorozhni

Хальлӗхе пулас сиплев ҫурчӗн кӑшкарӗ, тулти электричество сечӗ хатӗр.

Пока готов каркас будущего лечебного дома, наружная электрическая сеть.

Ҫӗнӗ ФАПсем уҫӑлӗҫ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.16, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=888&text=news-publikacii

«Ҫул-йӗрсен сечӗ» регион проектне ӗҫе кӗртме 2442,2 млн. тенкӗ пӑхнӑ, октябрӗн 10-мӗшӗ тӗлне.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2018 ҫулхи майӑн 7-мӗшӗнчи 204 номерлӗ Указне пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшса, «Шанчӑклӑ тата пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем» наци пооекчӗн картинче Чӑваш Республики регионти 3 проекта — «Ҫул-йӗрсен сечӗ», «Ҫул-йӗр хуҫалӑхне аталантармалли пӗтӗмӗшле ӗҫсем», «Ҫул-йӗр куҫӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» — пурнӑҫлама хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

- Сӗт туса илекене лавккасен сечӗ продукцишӗн тӳлемерӗ-тӗк - производитель хӑйӗн продукцийӗн черетлӗ партине тиесе ӑсатмӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

«Ку чухне лавккасен сечӗ вӑйлӑ аталаннӑ пулин те пасарта суту-илӳ кирлех. Вӗсем паха та тин ҫеҫ хатӗрленӗ продукци, паян ҫеҫ татнӑ-пуҫтарнӑ пахчаҫимӗҫ туянма пултараҫҫӗ», — тенӗ Михаил Васильевич.

"Хотя сеть магазинов хорошо развита, но рынок все равно нужен. Так как они могут приобрести свежую продукцию, только что собранные овощи", — говорит Михаил Игнатьевич.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пире кабель сечӗ урлӑ тата Интернетра курма пулать.

Нас можно смотреть по кабельной сети и в Интернете.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

2015 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне Шупашкар территорийӗнче вӗсен вӑрттӑн вӑйӑ салонӗсен анлӑ сечӗ ӗҫленӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех