Шырав
Шырав ĕçĕ:
сехӗрленеҫҫӗ (тĕпĕ: сехӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юратмаҫҫӗ, кураймаҫҫӗ ултавпа та хурахла ҫаратса пухнӑ мул, «сарӑ шуйттан» хуҫисем хӗрлӗ ҫӑлтӑра та, ҫурлапа мӑлатука та; кунран кун тӗрекленсе ураланакан чӑн-чӑн халӑх влаҫне вӗчӗрхенеҫҫӗ; тӗрӗсмарлӑх, танмарлӑх тӗнчине хавшатасран, ишӗлтересрен, тӗпренех аркатасран сехӗрленеҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл ӑнран каймаллах хумханнине ӗненмесӗр тӑма май ҫук; вӑл каланӑ тӑрӑх — «Чупакан» ҫинче эпӗ Дагона таврӑнасса кӗтеҫҫӗ тата сехӗрленеҫҫӗ.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Мӗншӗн сехӗрленеҫҫӗ? — тӗлӗнчӗ те мастер аллисене сарса ячӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
3. Чаплӑ патша пуканӗ ҫинче лараканран пуҫласа ҫӗр ҫумӗнчен, тӑпра ӑшӗнчен хӑпайман ҫын таранччен, 4. хӗрхӗлтӗм тум тумланса, пуҫкӑшӑль тӑхӑнса ҫӳрекенрен пуҫласа шӑлапир тумпа ҫӳрекен таранччен — 5. пурте вӗчӗхеҫҫӗ, кӗвӗҫеҫҫӗ, пӑтранаҫҫӗ, пӑшӑрханаҫҫӗ, вилӗмрен сехӗрленеҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, ҫывӑрма выртнӑ вырӑнӗ ҫинче те вӗсен ӑсне тӗлӗк аташтарать.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1