Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашни ҫур сехетрен пӑта мӗлки ӳкнӗ вырӑна ҫӗҫӗпе карт туса сехетӗн циферблатне тума мана шанчӗ.
Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.
Эпӗ сывлӑх сунма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ — стена ҫумӗнчи кивӗ сехетӗн пӗчӗк алӑкӗ чӑнклатса уҫӑлчӗ те, унта куккук курӑнчӗ, ҫӑварне ҫурӑлас пек карса ултӑ хутчен авӑтрӗ.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫӗр ҫаврӑннипе ӗҫлекен питӗ пысӑк сехет тума май килнӗ пулсан, ҫав сехетӗн икӗ йӗппи ҫулталӑкпа талӑк йӗпписем пулӗччӗҫ.
Ҫынсем вӑхӑт шутне мӗнле тытса пыраҫҫӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Кларк сехетӗн ҫутатакан циферблачӗ ҫине пӑхрӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Экзамента пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ гимназист, питҫӑмартине хура галстукпа ҫыхса ҫӳреме халӗ те пӑрахманскер, малти сак ҫине вырнаҫнӑ та сехетӗн атлас жилечӗ ҫумӗнчи кӗмӗл уҫҫипе выляса ларать.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иконин кайнӑ хыҫҫӑн вӑл пилӗк минутран кая мар, — мана вӗсем пилӗк сехетӗн туйӑнчӗҫ, — кӗнекесене, билетсене майлаштара-майлаштара хучӗ, сӑмсине шӑнкӑртрӗ, креслӑсене тӳрлетсе лартрӗ, вӗсем ҫине саркалана-саркалана ларчӗ, зал ӑшнелле, айккинелле тата пур еннелле те пӑхрӗ, пӗр ман ҫине кӑна пӑхмарӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Алӑксене хупса вунӑ секунд ларни мана пӗр сехетӗн туйӑнчӗ.Десять секунд, которые просидели с закрытыми дверьми, показались мне за целый час.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Стена ҫине ҫакмалли ахаль сехетех кукаҫи йывӑҫран хӑй касса тунӑ хӳхӗм арча ӑшне кӗртсе лартнӑ та, сехетӗн циферблачӗ кӑна курӑнать.
«Анчах та ҫав вӑхӑтрах…» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Сехет маятникӗ, тӑрӑшсах «тик-тик, тик-тик» тӑва-тӑва, сехетӗн пысӑк йӗппине малалла та малалла хӑвалать, Чочой ҫаплах-ха парне купи умӗнче ларать.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ирхи сехетӗн симӗсрех сӗмлӗхӗнче аги-баши, пашанӑн офицерӗ хӑй, шурӑ чалма тӑхӑннӑскер, пӗшкӗнсе шӑтӑк патнелле пынӑ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Старшина ӑшӑ кӗпин ҫаннине тавӑрса сехетӗн вӑраххӑн шӑвакан йӗпписем ҫине пӑхса тӑчӗ пулин те сехет епле чӑтлатса тӑнине пурте илтрӗҫ.Хата тряслась от близкой канонады, но все слышали тиканье его часов.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
— Ак ҫакна курнӑ-и эсир, ҫӗленсем? — вӑл кивӗ сехетӗн маятникӗ шакканӑ евӗр васкавсӑр та пӗр пек утӑмпа утакан хуралҫӑн утти илтӗнекен еннелле пӳрне хушши кӑтартнӑ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Авалхи сехетӗн циферблачӗ ҫинчен, Скобелев генерал учӗн урисем айӗнчен секундӑсем йывӑррӑн шаккаса ӗмӗрлӗхе иртсе юлчӗҫ, тумлам хыҫҫӑн тумлам, тумлам хыҫҫӑн тумлам…
2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ҫав сехетӗн циферблачӗ ҫине римски цифрӑсем вырӑнне геройсен сӑнӗсене ӳкерсе лартнӑ, питӗ интереслӗ.Они интересны тем, что на циферблате вместо римских или арабских цифр нарисованы герои.
Полярта шӳт тунисем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Гасанов сехетӗн стрелкисем ҫине, ҫыннӑн тата мӗн чухлӗ пурӑнма юлнине, шыв айӗнчи пӳртре миҫе сывласа илмеллӗх сывлӑш юлнине кӑтартаканскерсем ҫине, пӑхса илме хӑрарӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Батманов, йывӑр шухӑшсене сирсе янӑ пек, ассӑн сывласа ячӗ те аллинчи сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ: сехетӗн ҫутатса тӑракан симӗс йӳппи улттӑ ҫине кайни ҫирӗм минут пулнине кӑтартать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кунта вара сехетӗн ҫаврака маятникӗ аран-аран сулланать, салхуллӑн шаккать, мачча ҫумӗнче, Чижик пекех ӑнсӑртран тыткӑна лекнӗ шӑна ҫапкаланать.
Мӗншӗн Чижик авӑн ҫапнӑ ҫӗре лекмерӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Юлашкинчен сехетӗн вӑрӑм йӗппин точкӑран йӗр ҫине сиксе ӳкесси кӑна юлчӗ.Но наконец-то долговязой стрелке осталось перепрыгнуть с точки на черточку.
Кивӗ кресло // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Сехетӗн минут йӗппи ирӗке тухма хӑҫан паллӑ парассине шутласа кӑларсан, Митя хӑй шутланине пурпӗрех темиҫе хутчен те тӗрӗслесе пӑхрӗ.
Кивӗ кресло // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Кил-ха кунта, пиллӗк ҫитесси вунпилӗк минут чухне сехетӗн пысӑк йӗппи ӑҫта пулнине кӑтарт-ха.Пойди сюда, покажи мне, где будет большая стрелка, когда наступит без четверти пять.
Кивӗ кресло // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.