Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сенӗк сăмах пирĕн базăра пур.
сенӗк (тĕпĕ: сенӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тырра епле пулсан та уйра хӑварас мар тесе, ҫынсем сенӗк тытрӗҫ, ҫурла тытрӗҫ, ҫавӑн чухлӗ комбайн пур ҫӗрте алла сенӗк аврипе хӑпартас-и, ҫурлапа вырса пилӗке ыраттарас-и, тесе тӑмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫула-мӗн каяс пулсан вара, чурасене илсе ҫӳрекенӗ чи пирвайхи сенӗк аврине хӑй аллине илнӗ, пирвайхи чури хӑй хыҫӗнче пыракан чура сенӗкне тытнӑ, ыттисем те ҫавӑн пекех тунӑ.

Когда нужно тронуться в путь, один из надсмотрщиков кладет себе на плечо длинный конец рогатки первого невольника; тот берет рогатку идущего за ним человека, второй несет рогатку третьего и так далее.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

Вӗсен пуҫӗсене темскерле, пӗр ултӑ фут тӑршшӗ сенӗк евӗр юплӗ япаласем хушшисене хӗстере-хӗстере лартнӑ; сенӗксен вӗҫӗсене чура ӗнси тӗлӗнчен урлашкасемпе тыттарса пӗтӗҫтернӗ.

На шее у каждого была рогатка длиной более шести футов, расходящиеся концы которой соединялись на затылке деревянной перекладиной.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

Ерофей Кузьмичпа Марийка улӑма сенӗксемпе пысӑккӑн тире-тире илсе, парса тӑчӗҫ, Васятки сенӗк ҫинчи улӑма ҫавӑнтах кӗреплепе тыта-тыта илсе, вӑр-вар купаласа, урипе таптаса тӑчӗ.

Ерофей Кузьмич и Марийка носили солому, поддевая ее большими охапками на вилы, а Васятка, на лету подхватывая граблями навильники, ловко укладывал их в омет и утаптывал ногами.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл, аялтан парса тӑма ҫӑмӑл маррине пӗлсех, виҫӗ юплӗ йывӑҫ сенӗк йӑтса, улӑм купалакансем патне кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эрхип, кӗреплепе сенӗк илсе, улӑхалла чупма тӑнӑччӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан тив, клеще ураллӑ арӑмӗпе юнашар яла култарса пытӑр-ха сав Сенӗк качаки.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Урӑххи Сенӗк Ҫеркушне кам качча пытӑр!

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Ха, Сенӗк Ҫеркушӗ эппин.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Сенӗк Ҫеркушӗ авланнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Ман хӗрача Сенӗк Ҫеркушӗпе килӗштерсе пурӑнма мар, унпала пӗр ҫуна ҫинче те ларса пырас ҫук!

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Тӑлӑх арӑм вӗҫерӗнсе тухрӗ, аллине ҫивӗч сенӗк епле лекнине хӑй те ӑнланмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр уйрӑм хут листи ҫинче яштак пӳ-силлӗ, шухӑша ӳкнӗ хӗрача ҫӗре тирӗнтернӗ сенӗк аври ҫине таянарах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сенӗк тумалли виҫӗ юплӗ ҫирӗк шыраса икӗ кун вӑрманта ҫӳрерӗм — эс ӑна пӗр минут хушшинче хуҫса хутӑн! — чышкӑпах юнарӗ капан тӑрринчи Тимахван мучи.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Марина, сенӗк хуҫрӑн-и?

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хавхалануллӑ хӗр унӑн сӑмахне хӑлхана чикмерӗ, сӑн-питне йӑлтӑркка кулӑпа чиперлетсе ырӑ шӑршӑллӑ утӑ кӑптӑкне ҫӳлелле ҫӗклеме пикенчӗ, вӑл йывӑр пулнӑран сенӗк аври картлам пек авӑнчӗ, вӗҫӗ ҫерем ҫинче каялла шуҫа-шуҫа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, ҫӳллӗскер, йӑрӑс пӳ-силлӗскер, хутран-ситрен вӑрӑм урисемпе сенӗк аврине явала-явала илет.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович мучи ҫинчен куҫне илсе амӑшне шырарӗ, анчах ӑна кураймарӗ, мӗншӗн тесен вӑл кӗске сенӗк аври ҫине таянса тӑракан ҫап-ҫамрӑк хӗре асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Архангельск мужикӗ», хӑйӗн ӗҫ хатӗрӗ сенӗк тата кӗреҫе ҫеҫ пулин те, вӑкӑрсем ҫитӗнтерес ӗҫре пысӑк рекордсем туни ҫинчен хыпарланисене эпӗ лӑпкӑн, ырласа йышӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Унччен те пулмин Пурисӑн икӗ енчен сӑсар ҫӑмлӑ, тӑват юплӗ сенӗк мӑйракаллӑ, вут куҫлӑ, ҫулӑм чӗлхеллӗ, кӑкӑрӗсем ҫине «хура ангел» тесе ҫырнӑ «чӗрӗ» чунсем таҫтан (мур шӑтӑкӗнчен пуль?) кӑшӑрт! сикрӗҫ те тухрӗҫ, килпетсӗр ахӑркаларӗҫ, хуҫӑлкаларӗҫ, сиккелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех