Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саслӑн (тĕпĕ: саслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Подрядчик астутарни Ҫтаппан хӑлхине таҫта янраса илнӗ саслӑн ҫеҫ илтенчӗ, вӑл тӑна кӗреймерӗ…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗн влаҫ мӗнле сывлать? — хытӑ саслӑн пырса кӗчӗ колхоз пуҫлӑхӗ Егор Подоприхин.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ванюк, эсӗ вӗренсе тухсан ӑҫта каяс тетӗн. — кӗмӗл саслӑн янӑрать каҫхи шӑплӑхра хӗр сасси.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ырӑ кун, — пӗр саслӑн сывлӑх сунчӗҫ розӑсем.

— Добрый день, — отозвались розы.

XX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫулҫӑсем тӗрлӗ саслӑн шӗпӗлтетнинче те музыка тытнӑ, ҫӗлен лашин чӑрлатакан ҫунаттинчен те кӗвӗ кукри илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Майӑн 9-мӗшӗнче пограничниксен службин ветеранӗсем ҫине пӑхма кӑмӑллӑ пулчӗ, вӗсене пограничниксен районти ветерансем хушшинче пӗр саслӑн суйласа илнӗ Раиль Валиев пухнӑ та йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Ҫӗр саслӑн кашласа, сӑмавар вӗреме кӗрет, кӑмакари вутӑ шӑрт-шарт туса ҫунать, амӑшӗ, хӑйӗн курма килне ывӑлӗ ячӗпе, ҫатми ҫине ахаль чухнехинчен икӗ хут ытларах ҫу хурса, икерчӗ пӗҫерет.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Кӑнтӑрлана Сюльдяшов отрячӗ йӑлӑмра, кӗмӗл саслӑн шӑнкӑртатса выртакан пӗчӗк ҫырма ҫумне чарӑнса апатланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫакас! — янӑраса кайрӗ пӗр саслӑн ҫав вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку сӑмахсем Жора хӑлхине те кӗрсе юлчӗҫ пулас: — Эх, Липа, — терӗ вӑл хулӑн саслӑн, — кирлӗ ҫынсене шыраса ан лар…

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

«…Тӑруках пурне те юсаймӑн-ха. Чи малтан куҫа курӑнакан выртан-тӑрана пуҫтарса, юрамине тухнине те пулин йӗркене кӗртесчӗ. Акӑ тӗкме юсамалла, карта тытмалла, вуттине татса ҫурсан та аван пулӗччӗ», — уйланса тӑчӗ Улькка аппа хура курак (ялти кайӑк-кӗшӗк атаманӗ) янахсӑрланаса кранклатнипе, пуҫтах, пиртӗклӗ салакайӑксем хӑлхана йӳҫӗхтерсе чӗриклетнипе, хӗрлӗ пӗсехеллӗ вӗтӗ кайӑксем — ҫӗр ҫинчи илем хыпарҫисем — ӑс-тӑна кӗмӗл саслӑн минретсе, чун-чӗрене ырӑ тӑвӑнтарса, чечеклентерсе, чӗрӗ пурнӑҫ сӗткенӗпе шӑварса чӗвӗлтетнипе янӑраса тӑракан анкартине тухсан.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Халӗ ӗнтӗ Урӑлманкин та хӑйӗн йӑшӑк, «хӗсӗк куҫлӑ» куллипе фельдшер урапи ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса ларчӗ: пӗри машина кузовӗнчен юхса тӑкӑнакан йӑшӑр-йӑшӑр тип хӑйӑр саслӑн чыхӑна-чыхӑна, янахне вӗттӗн-вӗттӗн, автоматла сиктерсе чӑхлатать, тепри йывӑҫ каткара йӳҫекен пӑрака лӗкӗр-лӗкӗр лӗкӗртетнӗ пек пӗтӗм кӗлеткипе «вӗресе» лӗхлетет.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Сасӑ вара каҫхи вӑрман шӑплӑхне мӑка колун пек касӑлса кӗрсе, таҫта катара-катара тӗссӗр, ҫӗрӗк саслӑн ахрӑмланса, самантрах татӑлса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла депутатсем пӗр саслӑн председатель пулма Санарпуҫ округӗнчен суйланнӑ Андрей Петрова, заместителе Вӑрнар округӗн депутатне Евгений Захарова шанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем уҫӑмлӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11394-t- ... vsem-uc-ml

Чылай ҫул ҫӗнӗ нацистсен ирсӗрлӗхне курса пурӑннӑ Донбасс ҫыннисем хӑйсен историллӗ Тӑван ҫӗршывне хаваспах таврӑннине референдумра пӗр саслӑн пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c

Нумай саслӑн кӗрлет халӑх.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тахӑшӗ юрласа ячӗ, ҫывӑхри ушкӑнра юрӑ вӑйланчӗ, тепӗр самантран улӑх тӑрӑх нумай саслӑн янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗсле тӗрлӗ саслӑн ян-ян-ян! турӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чылай ҫул ҫӗнӗ нацистсен ирсӗрлӗхне курса пурӑннӑ Донбасс ҫыннисем хӑйсен историллӗ Тӑван ҫӗршывне хаваспах таврӑннине референдумра пӗр саслӑн пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей паспорчӗсене алла илчӗҫ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%80%d0%b ... b%d1%87ec/

Хӑрушӑ каҫ; ав, илтӗнет Ик-виҫ енчен шӑр-шар ҫӗр саслӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех