Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сарӑлсах (тĕпĕ: сарӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
XVIII ӗмӗрте чӑваш пурӑнакан талккӑш сарӑлсах пынӑ ⎼ кӑнтӑр енче тата тухӑҫра «ҫӗнӗ ҫӗрсем» хушӑннӑ, ҫавӑнпа та ку тапхӑр халӑх тумӗн аталанӑвӗнче питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пирӗн поэзире халиччен паузӑллӑ сӑвӑ виҫи сарӑлсах кайманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Куратпӑр ӗнтӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ те сарӑлсах пырать.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Симӗс ӗҫҫи сарӑлсах пырать.

Куҫарса пулӑш

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Палӑртма кӑмӑллӑ, предприятисем хушшинче ӗҫлӗ ҫыхӑну сарӑлсах пырать.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче ҫур аки ӗҫӗсем сарӑлсах пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Тутисем те, чун «ҫуначӗсем» те сарӑлсах кайрӗҫ ҫамрӑксен ку хыпара илтсен: пӗчӗк хушма укҫа та вӗсен пурнӑҫӗнче тем пахиех.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

1921 ҫултанпа Вӑрнар поселокӗ вӑйлӑ аталаннӑ, ӳссе, сарӑлсах пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Трахома чирӗ сарӑлсах пытӑр-и? — студент шухӑшне пӗлесшӗн пулчӗ Ефремов.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӗҫкӗ-ҫикӗ чарӑнасси паллӑ та мар, пач урӑхла — сарӑлсах пырать.

Все показывало, что попойка не замирает, а развертывается.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хушӑк сарӑлсах пырать, ӑна тӑсакан ҫын кӗтесре тӑрать ахӑр, ҫавӑнпах курӑнмасть.

Щель увеличивалась, человек, тянувший ее, стоял ближе к углу и не был виден.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Тарӑн ҫырма сарӑлсах ҫитрӗ.

Овраг расширился.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пӗлӗтсӗр шурӑмпуҫ ҫутти сарӑлсах, уҫӑлсах пырать, Буденный ун ҫине шиклӗн пӑхкаласа илет: — Bacxapaxl — тет вӑл.

Ширился, яснел свет безоблачной зари, — с тревогой на нее посматривал Буденный: — Прибавь!

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вара, хӑйӗн чиновникла кителӗн сӑнсӑр ҫухи ҫинче мӑнтӑркка питне силлесе, вӑл татах та нумайччен ротмистра хӑлхинчен пӑшӑлтатса каларӗ: ротмистрӑн та тутисем савӑннипе ирӗлсе сарӑлсах кайрӗҫ.

И, тряся небритой жирной щекой над грязным воротничком чиновничьего своего кителя, что-то еще долго шептал тюремщик на ухо ротмистру, и губы ротмистра, бритые, вкруг, все шире и шире расползались улыбкою.

XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Тавракурӑм сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пырать.

Простора было всё больше и больше.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Унти лачакасем сарӑлнӑҫем сарӑлсах пыраҫҫӗ, вара талккӑшпех сарӑлса выртакан шурлӑха куҫаҫҫӗ.

Становится всё более болотистым, пока не переходит в открытое болото.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хӑйӑрлӑхӑн тикӗс хӗрринче аялтах ӗнтӗ хӗвел, каҫхи шурӑм пуҫӑн пӑхӑр тӗслӗ ӑмӑр ҫути сарӑлсах пырать, Гусев вара аялта хӑйӑр хумӗсене, сӑрт-тӗмескене, вилекен Тумӑн кӗлпе витӗнекен ишӗлчӗкӗсене кӑна курать.

Солнце клонилось ниже к ровному краю песков, разливалось медное, тоскливое сияние заката, а Гусев всё видел внизу волны песка, холмы, развалины засыпаемой прахом умирающей тумы.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗтӗмлӗ пушар сарӑлсах пырать.

Дымное зарево разгоралось.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юханшыв, хулана икке уйӑрса, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле юхса каять, вара Ляховски текен йӳҫӗхсе пӑнтӑхнӑ шурлӑха ҫитсе кӗрсе ҫухалать; шурлӑхӗ тӗттӗм чӑрӑшлӑхпа шӑртланнӑ, вӗтлӗх ҫӑра вӑрман, лерелле сарӑлсах пырса, сӑрӑрах-кӑвак инҫетелле тӑсӑлса каять.

Разрезав город, река течёт к юго-западу и теряется в ржавом Ляховском болоте; ощетинилось болото тёмным ельником, и уходит мелкий лес густым широким строем в серовато-синюю даль.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Райтсен ӗҫӗпе интересленесси сарӑлсах пынӑ.

Волнение и интерес к Райтам становились все острее и острее.

33. Каллех Францинче // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех