Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Хумханмасан-шавламасан, турт ҫумне турат хушӑнмасть, ҫулҫӑ сарӑлмасть.
Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.
Те сарӑлмасть ун кӑкӑрӗ — Памасть вӑл уҫҫӑн сывлама.
XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
«Чӑнах, чап сарӑлмасть сӑлтавсӑр, Курман пӑшалсӑр пенипе».
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Сад ӗрчетмелли тата пахча ҫимӗҫ туса илмелли ҫӗр лаптӑкӗсем ҫине асӑннӑ норма сарӑлмасть.На участки для ведения садоводства и огородничества данная норма не распространяется.
Ыйту-хурав // Аҫтахар Плотников. https://t.me/chuvashorg/373
Тӗллеве юрӑхлӑ шухӑш, усӑллӑ пуҫарулӑх ниҫта та фронтри пек хӑвӑрт сарӑлмасть пулӗ.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫавӑнпа хӗрсен хулпуҫҫийӗ арҫынсенни пек сарӑлмасть.
Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.
29. Арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн пуҫӗнче е янахӗ ҫинче кӗсен пулсассӑн, 30. священник ӑна тӗрӗслесе пӑхӗ те, кӗсенӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ун ҫинчи ҫӳҫӗ сарӑхса ҫинҫелнӗ пулсассӑн, священник ҫав ҫынсене таса мар тейӗ: ку — кӗсен чирӗ, ку — пуҫри е янах ҫинчи тилҫе чирӗ; 31. священник кӗсен суранне пӑхсассӑн, кӗсенӗ тир айне кайман, ун ҫинчи ҫӳҫӗ те хура мар пулсассӑн, священник ҫав кӗсенлӗ ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 32. ҫиччӗмӗш кунне священник сурана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсенӗ сарӑлмасть пулсассӑн, ун ҫинче сарӑхнӑ ҫӳҫ те ҫук пулсассӑн, кӗсен тир айне кайман пулсассӑн, 33. чирлӗ ҫыннӑн ҫӳҫне-сухалне касса ямалла, анчах кӗсенлӗ вырӑна касас пулмасть, вара священникӑн кӗсенлӗ ҫынна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса лартмалла; 34. ҫиччӗмӗш кунне священник кӗсен чирне тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсен ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть пулсассӑн, тир айне те кайман пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса тейӗ: ҫав ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр та, вӑл таса пулӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Е тата камӑн та пулин ӳт-тирӗ вутпа пиҫсе кайсассӑн, пиҫни тӳрленнӗ вырӑна хӗрлӗрех е шурӑ пӑнчӑ тухсассӑн, 25. священник пӑнчӑ ҫинчи ҫӑмӗ шуралнине курсассӑн, суранӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ку вара тилҫе чирӗ, вӑл ӳт пиҫнӗ вырӑнта чӗрӗлсе кайнӑ; священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ; 26. священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, священник ӑна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 27. ҫиччӗмӗш кунне священник ӑна тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те пӑнчӑ ӳт-тир тӑрӑх питӗ сарӑлса пырать пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ; 28. суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть, ҫитменнине тата палӑрсах каймасть пулсассӑн, ку пӗҫертнипе пулнӑ шыҫӑ; священник ҫав ҫынна таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн ку пӗҫертнипе ҫеҫ пиҫӗхсе тӑрать.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Камӑн та пулин ӳт-тирӗ ҫине ҫӑпан тухнӑ пулсассӑн, кайран тӳрленнӗ пулсассӑн, 19. ҫӑпан вырӑнне шурӑ шыҫӑ е шурӑ шатра, е хӗрлӗрех шатра тухса ларсассӑн, унӑн священник патне пымалла; 20. священник ӑна пӑхса тухӗ, шатри тир айне кайнӑ пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралнӑ пулсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ, вӑл ҫӑпан вырӑнӗнче чӗрӗлсе кайнӑ; 21. священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, ҫав ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 22. суранӗ ӳт тӑрӑх питӗ сарӑлса пыра пуҫласассӑн, священник ҫак ҫынна таса мар тейӗ: ку — суран чир; 23. суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, сарӑлмасть пулсассӑн, ку ҫӑпан пиҫӗхни анчах, священник ҫав ҫынна таса тейӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн ӳт-тирӗ ҫинче шурӑ пӑнчӑ пулсассӑн, анчах вӑл ӳт ӑшне шалалла кайман пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралман пулсассӑн, священникӑн ҫав суранлӑ ҫынна ҫичӗ куна хупса лартмалла; 5. ҫиччӗмӗш кунне священникӑн ӑна тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те суранӗ унчченхи пекех пулсассӑн, ӳт тӑрӑх сарӑлмасть пулсассӑн, священник ӑна тата ҫичӗ куна хупса лартмалла; 6. ҫиччӗмӗш кунне священник ӑна каллех тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те суранӗ палӑрсах каймасть пулсассӑн, суранӗ ӳт тӑрӑх сарӑлса кайман пулсассӑн, священникӑн ку ҫынна таса темелле: ку — тимре, ҫав ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр та вара таса пулӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1