Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сарӑлать (тĕпĕ: сарӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асамат кӗперӗ айӗпе пӑрахутсем шуса иртеҫҫӗ, вӗсен шурӑ тӗтӗмӗ ҫӳлелле мӑкӑрланса хӑпармасть, вӑл, пӑрахут хыҫнелле юлсанах, сенкер хумсем ҫине анса сарӑлать те, пӑрахут хыҫҫӑн ирхи шурӑ тӗтре пек шурса пырать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тилли тавракурӑмӗ малалла тата та анлӑланать, сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тӗрлӗ тӗслӗ телевидени анлӑ сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Кӗске хумлӑ вещани анлӑн сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

1930 ҫулсенче ҫӗршывра коллективизаци юхӑмӗ анлӑ сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ҫурхи шывпа тулса сарӑлать те ҫу варринче ҫеҫ типет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялта ҫерҫи пытанайман теҫҫӗ те, тӗрлӗ хыпар-хӑнар та «пӑралуксӑр радиопа» хӑвӑрт сарӑлать вӗт.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Шыв канавӗ пек сарӑлать шӑннӑ ҫӗр, — сӑмахне малалла тӑсрӗ калавҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ун пек сӑмах час сарӑлать, — кӑмӑлсӑррӑн хуравларӗ Кайдураев.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Чугун ҫул еннелле сулӑнсан, шыв кӑштах сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лайӑх пӑхсан, йывӑҫ та хӑвӑрт ӳсет, сарӑлать иккен.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗвери шыв чашкӑрса, кӑпӑкланса ҫыранран тухать те ешӗл улӑха хупласа сарӑлать, Ешӗлпи тӑнӑ вырӑнах шавласа ҫитет те хӑйӗн хумӗпе пӗрле ӑна-кӑна тавҫӑрса ӗлкӗреймен хӗре пӗвенелле илсе каять.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Хӗвел пӑхсан, хурӑн вуллинчи тахҫанхи турат куҫӗнчен, куҫҫуль пек, хура сухӑр юхса тухать те — сухӑр шӑрши сарӑлать, ҫын кӑкӑрне кӑтӑклать.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тутлӑ ҫимӗҫ шӑрши сарӑлать, — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек йӳҫӗ шӑршӑ мар.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗр ҫине кантӑк витӗр уйӑх пӑхсан та ят сарӑлать те…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Амӑшӗн сӑмахӗсем Санькӑна вӑтантараҫҫӗ пулин те, вӑл Сухви ҫинчен калаҫа пуҫласанах чӗрере тем ӑшӑскер ирӗлсе сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Хула куҫ умӗнчех пысӑкланса сарӑлать, индустри хӑвачӗ ӳсет, кунпа пӗрлех ҫынсем ытларах та ытларах чӗрчунсем патне туртӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вут пек пӗҫерет Укаҫ хулӗ, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх сарӑлать Укаҫ хӗрӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Техӗмлӗ шӑршӑ аякках сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Витаминпа пуян пулӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=BSWn0Gjxug8

Шӑрши яла та сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех