Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саперӗсем (тĕпĕ: сапер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питех те чееленсе вӑл Франц патне: кӗпер ҫывӑхӗнчи укрепленисене хӳтӗлесе тӑма май пулмарӗ, мӗншӗн тесен эпӗ вӑл укрепленисене тупаймарӑм, хӑйсен императорӗ хушнӑ пулин те, Австри саперӗсем вӑл укрепленисене туман пулмалла, тесе ҫырнӑ.

Не без язвительности писал он, что защищать предмостные укрепления было невозможно, потому что он их не нашел. Очевидно, австрийские саперы их не построили, несмотря на приказания императора.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Французсен саперӗсем вырӑссен позицийӗсем патнелле вӑрттӑн пыма ҫӗр айӗнче шӑтӑксем алтма тытӑннӑ.

Французские саперы рыли в земле тайные ходы, подбираясь к русским позициям.

Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.

Травкин каялла траншейӑна сикнӗ те, хӑйӗн разведчикӗсемпе сапёрӗсем енне ҫаврӑнса: — Боевой приказа итлӗр, — тенӗ.

Травкин спрыгнул обратно в траншею, повернулся к своим разведчикам и саперам и сказал: — Слушайте боевой приказ.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Разведчиксем ҫӗрлехи сехетсенче, ӗлӗк ҫыран хӗрри пулнӑ вырӑнта ларса (халь ӑна нейтральнӑй полоса тесе ят панӑ ӗнтӗ) нимӗҫ пурттисем шакканине тата хӑйсен малти крайӗн ҫирӗплетекен нимӗҫ сапёрӗсем калаҫнине итлеҫҫӗ.

Разведчики, сидя по ночам на бывшем берегу реки (теперь это зовется нейтральной полосой), слушают стук немецких топоров и голоса немецких саперов, тоже укрепляющих свой передний край.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Тӑшман саперӗсем ӑна йӗркелеме, майлаштарма ӗлкӗреймен-ха.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех