Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санран (тĕпĕ: эсӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳссе тухсан, санран мухтавлӑ та паттӑр хӗр таврара пулас ҫук!» —

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Санран ыйтатӑп: Михаил Петровичӑн ҫурт-йӗрне мӗн сӑлтавпа ҫӗмӗртӗн? — тепӗр хут ыйтрӗ Огуречников.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Санран ыйтмаҫҫӗ! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл Макҫӑма.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнле хӑйӑн санран кулма? — Якур айккинелле пӑхса хуллен кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Санран ыйтаҫҫӗ: лаша ӑҫта тетӗп?!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Эпӗ те санран ҫывӑрса юлман» тенӗ пек, ҫуначӗсемпе хӑлаҫланса илчӗ те хыттӑн авӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ну, Хӗлип, санран ку сӑмаха кӗтменччӗ, — кӑмӑлсӑрланнипе сассине хӑпартрӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сергейне шел мар хӑть: санран та тискер.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпӗ санран пулӑшу ыйтма килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑп та лӑп хирӗҫле пурӑнакан Энтрей ҫеҫ: «Манӑн лаша чирлерӗ-ха», — тесе суйрӗ, ӑшӗнче вара: «Сана, тӑрпалтай плахая, пулӑшма ухмаха тухман-ха эпӗ. Пӗрех ырӑ сӑмаху та, хӑҫан та пулин хама пулӑшасси те пулас ҫук санран. Курӑпӑр-ха ҫынсене мӗнле ӗҫтерсе-ҫитернине. Сахарӗ пулӑшать-ха. Тем ыррине кӗтет пулас-ха вӑл ҫав йӗксӗксенчен. Кӑтартӗ-ха вӑл сана ыррине, кӗтсех тӑр», — тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Санран ӑслӑ хӗрарӑм тӗнчере ҫук, — терӗ те Сахар арӑмне ачашшӑн чуптуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ, акӑ, санран ӑслӑраххисене те, чеереххисене те, вӑйлӑраххисене те курса пӑхнӑ, вӗсене те ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпӗ санран ӑс илме тесе килтӗм-ха.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗр шутласан, тӗлӗнетӗп санран, Сахар Петровчӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кашкӑртан хӑрамарӑн, ман пурнӑҫа та ҫӑлтӑн пулсан, санран ҫын пулать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Маттур, пӗчӗк шӑллусене хӳтӗлеме пӗлетӗн пулсан, ҫын пулать санран.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ ыйтатӑп санран.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр пичӗ, именнипе, чие ҫырли пек хӗрелсе кайрӗ, куҫне ҫӗрелле тартрӗ те: — Темле-ҫке. Хӑрама хӑрамастӑп-ха эпӗ санран. Эсӗ ырӑ ҫын, пӗлетӗп. Ҫапах та… — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӑрса тутанса-туса тӑмасӑр куркана пушатрӗ те, нимӗн чухлӗ те хӑрамастӑп эп санран тенӗ пек, Кӗркке ҫумнерех куҫса ларчӗ, ӑна хул пуҫҫинчен ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тархасласа ыйтатпӑр санран.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех