Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантчен (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав самантчен эпӗ хам ӑҫта каясси ҫинчен, чӑнах та, шухӑшласа пӑхманччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чун канӑҫӗ кӳрекен кунашкал лапкӑлӑха эпӗ ҫак самантчен туйса курманччӗ.

Это было как самый прекрасный пир.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Пӗлместӗп, — юмарттӑн каларӑм эпӗ, мӗншӗн тесен Дэзи пирки ҫак шухӑш ку самантчен пуҫӑма килменччӗ, анчах халӗ эпӗ ун ҫинчен ҫепӗҫ те хавхаллӑ чӑрмавӑн тӗлӗнмеллерех туйӑмӗпе шухӑшлатӑп-ши…

— Не знаю, — сказал я совершенно искренне, так как такая мысль о Дэзи мне до того не приходила в голову, но теперь я подумал о ней с странным чувством нежной и тревожной помехи.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Илемпине тӗлӗнмелле туйӑм, халиччен пӗлменни-сисменни ҫавӑрса илчӗ: ҫак самантчен вӑл тарӑн ыйхӑра пулнӑ пек те халӗ ӑна вӑратрӗҫ пек.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫак самантчен эпӗ электричество сӳнтеркӗчӗсене тӗкӗнменччӗ, — мӗн пур пӳлӗмпе ытти хутлӑх-анлӑш ҫуталса каясран е хавха сасси янӑрама пуҫласран хӑранипе мар — ку шухӑш пуҫӑма ӗнер пырса кӗнӗччӗ, сӑлтавӗ ансат: эпӗ сӳнтеркӗчсене тупаймастӑп.

До этого я не трогал электрических выключателей, не из боязни, что озарится все множество помещений или раздастся звон тревоги, — это приходило мне в голову вчера, — но потому, что не мог их найти.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак самантчен Стомадор Гравелот хӑтланӑвӗ чӑнах та кирлех пулни тӗлӗшпе иккӗленетчӗ, анчах Галеранӑн витӗмлӗ сӑмахӗ унӑн малтанхи шухӑшӗн мелкине, лавккаҫа тытӑҫӑва «тӗшӗлесе» хаклама кансӗрленӗскере, сирсе ывӑтрӗ.

До этой минуты Стомадор сомневался в разумности действий Гравелота, но искренний тон Галерана отогнал тень условности, мешавшей лавочнику оценить столкновение по существу.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл манӑн-ҫке, пӗрремӗш самантран пуҫласа юлашки самантчен

Ведь она моя, с первой до последней минуты…

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Ӗненсемӗр: чӗлӗм чӗртсе янӑ ҫак самантчен эпӗ хампа мӗн пулса иртнине ас тумастӑп.

 — Уверяю вас, до того момента, как мне захотелось курить, — я не помню, что со мной было.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Мӗншӗн юлашки самантчен тытӑнса тӑнӑ вӑл?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак самантчен кутник сакки ҫинче пӗр саса кӑлармасӑр ларакан Санюк чунӗ кӳтсе ҫитнипе каллех нӑшӑкласа илчӗ, ҫапах хӑйне алла илсе ӗлкӗрчӗ, йӗрсе ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ ирӗксӗрех кулса илтӗм: ҫак самантчен мана ҫав хӗре Маша тесе чӗнме пуласси ман пуҫа та кӗмен.

Я невольно улыбнулся: до этой минуты мне не приходило в голову, что эту девушку можно назвать — Маша.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ку самантчен вӑл манран ытларах тӗлӗрсе пыратчӗ.

До этого мгновения еще крепче дремавшего, чем я.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

— Джордж, юратнӑ тусӑм, сана тепӗр самантчен кӗтме тивет.

— Джордж, милый друг, придется тебе подождать до другого случая.

XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫак самантчен вӑл темскерпе тӑлланӑ пулнӑ, анчах хайӗн ҫинче тӑлӑ пуррине вӑл халиччен пӗлмен, ҫав тӑлла хӑйӗн ҫинчен салтса пӑрахман.

До этой минуты он был опутан чем-то, но не знал своих пут, не умел сорвать их с себя.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Татах тем каласа тӑкатчӗ пулӗ те хӗремесленнӗ хӗрарӑм — калаттармарӗ ӑна тек ҫилли-пӑшши палкаса хӑпарнӑ упӑшки Куля, ку самантчен мӑкӑл та таптарман Куля, талт-талт пусса тӗпелелле хӑвӑрт иртрӗ те чӑмӑрӗпе сӗтеле шан-н тутарчӗ; чӑн-чан, лӑк-лак сасӑ пачӗ каҫхи апата лартнӑ савӑт-сапа.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Ур-ра» та кӑшкӑрмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен «ур-ра» вӗсемшӗн ахальтен савӑнмалли йӑпану мар — вӑйлӑ хӗҫпӑшал, ӑна, ытти йышши хӗҫпӑшал пекех, кирлӗ самантчен перекетлес пулать.

А «ура» не кричат потому, что «ура» для них не парадное развлечение, а могучее практическое орудие, и его, как всякое другое оружие, следует экономить для нужного момента.

IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫак самантчен вӑл темӗнле ӑнланмалла мар хавхаланчӑкчӗ.

До этой минуты он находился в состоянии странного возбуждения.

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Ҫав самантчен пурнайрӑп-ши эпӗ вара?»

— Неужели доживу?»

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Каҫсерен, Аксинья ҫывӑрнӑ чух, вӑл час-часах сӑпка патне пырса тӑратчӗ, ачин хӗрлӗ хӑмӑр питӗнче хӑй сӑнарне шыраса, тем самантчен тинкерсе пӑхатчӗ, анчах та кашни хутрах сӑпка патӗнчен малтанхи иккӗленӳллӗ шухӑшпах уйрӑлатчӗ.

По ночам, когда спала Аксинья, он часто подходил к люльке, всматривался, выискивая в розово-смуглом лице ребенка свое, и отходил такой же неуверенный, как и раньше.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак самантчен темиҫе минут маларах кӑна Андрей Гаврилович ларнӑ чӳрече еннелле пӑхса илчӗ вӑл.

Он взглянул и в окошко, где за минуту перед сим сидел Андрей Гаврилович.

IV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех