Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сапаланса, уйрӑлса кайнӑ ҫынсем валак пек урамсене чӗнмесӗр те салхуллӑн кӗрсе каяҫҫӗ…В желоба улиц молча и угрюмо идут разорванные, разрозненные люди.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Темиҫе пуҫ салхуллӑн ҫаврӑнса хаваслӑскерсене пӑхса ӑсатса ярать, темскер мӑкӑртатать…Несколько голов угрюмо поворачиваются вослед весельчакам, ворчат.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Тигр пуҫне хутлатать, куҫне салхуллӑн чарса пӑрахать те, тавӑрас кӑмӑлпа ҫуннӑ ӳтне сасартӑк пӑрлӑ ҫумӑрпа ҫапнӑ пек, пӗтӗм кӗлеткипе, лӑпкӑн ҫеҫ хумханса, каялла чакать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫиллентернипе хаярланса кайнӑ вуншар пин ҫӗлен пек, ҫутӑсем чӑшлатаҫҫӗ, йӑлтӑртатса тӑракан ҫӳхе эрешмен карти пек каркаланнӑ ҫуртсен серепине лекнӗ ҫынсем, хура шӑна ушкӑнӗ евӗр, вӑйсӑррӑн, салхуллӑн сӗрлеҫҫӗ те ерипен хускалаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хулан вараланчӑк ҫӑра сывлӑшӗпе сывланӑ пирки, вӗсен пичӗсем шурса, сарӑхса кайнӑ, юнӗ пӑсӑлнӑ, нервисем, тутӑх металл усаллӑн кӑшкӑрашнипе, ҫын аллинчи ҫиҫӗм салхуллӑн ҫухӑрнипе чӗтренсе, суранланса пӗтнӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Хӑйсем хыҫӗнчен вагонсем сӗтӗрсе, тем пысӑкӗш ӑмансем пек, локомотивсем шӑваҫҫӗ; автомобильсем мӑнтӑр кӑвакалсем пек нартлатаҫҫӗ, салхуллӑн ҫухӑрать электричество, — пӑчӑ сывлӑш пин-пин сасӑпа тулса ларнӑ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫав тӑваткал йывӑр ҫуртсем, илемлӗ пулас ӗмӗтне ҫухатнӑскерсем, кичеммӗн те салхуллӑн ҫӳлелле кармашаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Сӑмавар салхуллӑн кӗрлеме пуҫларӗ, унран хӑранӑ пекех, шарманка сасси сасартӑках шӑпланчӗ, такам хӑрӑлтатса кӑшкӑрчӗ:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Вӑл тӳрленсе тӑнӑ, кӗтнӗ, анчах патруль, ун ҫине алӑ ҫӗклеме шутламасӑр е йӗрӗнсе, иртсе кайнӑ; хӗҫпӑшаллӑ ҫынсем унран, вилӳтрен пӑрӑннӑ пекех, аякранах пӑрӑнса иртнӗ, вӑл пур — тӗттӗме тӑрса юлнӑ та, унтан каллех, хула инкекӗ пек пулса, тӗм-хура курӑнса, чӗнмесӗр, урамран урама пырса кӗрсе, пӗччен, шӑппӑн таҫталла утнӑ; ун хыҫӗнчен, ӑна хӑваланӑ пек, кичем сасӑсем хурлӑхлӑн илтӗнсе пынӑ: вӗсем йынӑшнӑ, йӗнӗ, кӗлтунӑ тата ҫӗнтерӳ шанӑҫне ҫухатнӑ салтаксем салхуллӑн калаҫнӑ сасӑсем пулнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Хулан тӑвӑр урамӗсемпе ҫапӑҫусенче ӗшенсе ҫитнӗ выҫӑ салтаксем ушкӑн-ушкӑнпа салхуллӑн танкканӑ; кил-ҫуртсен чӳречисенчен аманнисем йынӑшни, аташса кӑшкӑрашни, хӗрарӑмсем кӗлтуни тата ачасем йӗни илтӗннӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Хурҫӑ-тимӗр тӑхӑннӑ тӑшман хулана темиҫе эрне хушши ӗнтӗ таччӑн хупӑрласа тӑнӑ; каҫсерен кӑвайтӑ хурса вут чӗртнӗ те, сӗм-тӗттӗмрен хула стенисем ҫине вут-ҫулӑм тем чухлӗ хӗрлӗ куҫсемпе пӑхнӑ — вӗсем усаллӑн ялкӑшнӑ, ҫав хӑратса асӑрхаттаракан вут-ҫулӑм ӗнтӗ хупӑрласа илнӗ хулари ҫынсене салхуллӑн шухӑшлаттарнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫав тӑвӑн эпир касса ҫурнӑ пысӑк ҫӑварне, ирхине, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, пӗчӗк ҫынсем кӗре-кӗре кайнине, ҫӗр айне кӗрекенсем хыҫӗнчен хӗвел салхуллӑн пӑхса юлнине курас пулать, — унта машинӑсем, тӑвӑн тӗксӗм сӑнарӗ, ҫав тарӑн шӑтӑкра шӑв-шав кӗрлесе янӑраса тӑрать, ҫӗре кисрентернӗ сасӑ, ӑссӑр ҫын ахӑлтатнӑ евӗр, ахӑрса каять.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ку, паллах, юмах кӑна, анчах ҫак сӑмахсене таҫта ҫӗр айӗнче, пӑчӑ тӗттӗмре, шыв салхуллӑн шӑмпӑлтатнӑ ҫӗрте, тата чул, тимӗр шӑтӑртаттарнӑ вырӑнта илтетӗн пулсан, — юмӑх ҫинчен манатӑн.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Рабочи, йӗри-тавралла салхуллӑн пӑхкаласа илсе, ыратнипе питне-куҫне хӗскеленӗ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Халӑх, вилнисемпе аманнисене пуҫтара-пуҫтара, каллех хуллен те салхуллӑн малалла шуса пынӑ.Толпа снова угрюмо и медленно подвигалась вперёд, убирая мёртвых и раненых.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Салтаксем, халӑх калаҫнине итлесе, куҫӗсене салхуллӑн мӑч-мӑч тутаркаланӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫулланнӑ ҫынсем те, ҫамрӑккисем хыҫҫӑн куҫ айӗн пӑхса, таҫта икшерӗн, виҫшерӗн васкамасӑр, салхуллӑн утнӑ.Пожилые люди угрюмо, не спеша, тоже шли куда-то по двое и по трое, исподлобья глядя вслед молодым.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ун патне хӑвӑрт ута-ута пынӑ, пур енчен те чупнӑ, чарӑнса тӑрса, ун сӑмахӗсене салхуллӑн тӑнласа итленӗ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Хыттӑн тарӑхса кайни, хуйхӑллӑ вӑйсӑр ҫилӗ, аптранипе ытла ним тума пӗлменни палӑрнӑ, темле пӗртте вылянман куҫсем нумай пулнӑ, салхуллӑн усӑнса аннӑ куҫхаршисем, хытӑ чӑмӑртанӑ чӑмӑрсем, тытамак тытнӑ пек алӑ сулнисем тата вичкӗнӗн каланӑ сӑмахсем нумай пулнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫумӑр ерипен ҫӑвать, салхуллӑн чӑшӑлтатать.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.