Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салтса (тĕпĕ: салт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑрмантарас теменччӗ те, пӗр килнӗ-килнӗ, ларасах эппин, — килӗнче темле пысӑк ӗҫ юлнӑ пек, ӑна хистесех тытса чарнӑ пек калаҫкаласа, хулӑн тутӑрне салтса сак ҫине пӑрахрӗ Укань, кӗрӗк тӳмисене вӗҫертрӗ, пушаннӑ чӗрҫитти кантрине туртарах ҫыхрӗ те, сивӗ ҫапса тӑракан пӑрланнӑ чӳречерен пӑрӑнса, сӗтел хушшинех кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле инкеке лекрӗн? — ыйтрӗ Хумкка мучи, утар пӳртӗнче ҫыхса пӑрахнӑ председателе салтса ярса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑпатисене салтса, ыттисем те тӑрӑхла сак ҫине кашта ҫинчи чӑхсем пек ларса вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алӑк патӗнчи тӑватӑ салтак урайӗнче выртакан Эрхипе тӑратрӗҫ, ҫыхнӑ кантрисене салтса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ шыва чӑмма та хӑратӑн пуль-ха, — тӑрӑхларӗ Улька, кӑвак чӗрҫиттийӗпе шурӑ тутӑрне салтса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пиҫиххине салтса илсе, аллисене каялла ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун миххе салтса ҫӑнӑх ывӑҫласа илчӗ те ывӑҫ тупанӗ ҫинче сӑтӑркаласа, шӑршласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата кӑштах тӳс-ха, халь кайса шӑварӑп! — Анук, чӗлпӗре урапа ҫумӗнчен салтса, лашине ҫавӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ҫыхха салтса мечӗк кӑларчӗ те ҫӗре ывӑтрӗ, мечӗке хӑвалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑшӗ кӗтнине тивӗҫтермесӗрех ачине сӗтел хушшине лартрӗ, ҫыххине салтса булка, кӑнахвет, премӗк кӑларса ывӑлне пачӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтанах ӑна сӑхманӗпе кӗпине хывма тата тӑли-ҫӑлатисене салтса пӑрахма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна ун умне ҫитсе тӑрсан хӗвел пуҫа хытӑ пӗҫертесрен ҫыхнӑ пысӑк мар тутрине салтса алӑри пир сумкине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑн, пирӗн Ҫтаппанӑнне станца патӗнчех сехетне салтса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрарӑмсем ҫыхха салтса пӗрер татӑк ҫирӗҫ, пӗрер сыпкӑм уйран ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Амӑшӗ ун кӗпин ҫӳлти тӳмине салтса хӗресӗ пуррине тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпӗ ун ҫийӗнчи ылтӑн тӗс сапакан мӑй тутӑрне (кашне) салтса ятӑм.

Я развязал его неизменный золотой шарф.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Васса ӑна салтса пӑхма ҫаплах аса та илмест.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Егор Кондратьевич ӑна салтса тӗрӗслерӗ, хӗлӗхне тытса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫыхха салтса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шарфне салтса кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех